Кзыл-Чишминское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1 Портал района Администрация Батыревского района banner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Усрав ачасене те – мăшăр çунат

22 февраля 2013 г.

Юлашки çулсенче çĕр-шывра демографи лару-тăрăвĕ майĕпен те пулин лайăхланса пырать: вилекен сахалланать, çуралакан нумайланать. Ку тĕлĕшпе Юхмапа Пăла тăрăхĕ те кăтартуллисен шутĕнче-ха. Çапах хĕпĕртеме ир-ха. Пăлханăва чуна ыраттаракан хăш-пĕр цифрăсемпе çирĕплетесшĕн. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, 1991 çултан пуçласа иртнĕ çул вĕçĕччен АПШра пурăнакансем пирĕн патшалăхран 100 пин ачана усрава илнĕ-мĕн. Эпир вара вĕсенчен мĕнрен кая; Раççейре, Чăваш Енре кун çути курнă тăлăх е сусăр ачасене хамăрăн чун ăшшине параймастпăр-ши; Паллах, паратпăр. Ун пек паттăрсем (çаплах калас килет) хамăр хушăмăртах пурăнаççĕ. Вĕсенчен пĕри – Кзыл Чишмари Шайдуллинсен çемйи.

Фания Хамзеевнапа Фанияр Асадуллович йĕкĕреш ачасен медицина картти çинче ДЦП тесе кĕскетсе çырнă йывăр чир пулнине пăхмасăрах çичĕ уйăхри инвалидсене хăйсен çунатти айне илнĕ.

–Çакнашкал шухăш пуçра тах-çанах тĕвĕленнĕччĕ. Мĕншĕн пурнăçра пĕр тăлăх турата та пулин телейлĕ тăвас мар-ха; Çемьере килĕшÿллĕ, начар мар пурăнатпăр...Шухăша мăшăрăм та, аннем те хирĕçлемерĕç. 2009 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнче районта тухса тăракан “Авангард” хаçатри хыпар вара пирĕн шухăш авăрне çĕнĕ кĕвелĕк ячĕ. “Тăрăн ялĕнчи йĕкĕреш хĕрсен амăшĕ хăй çине алă хунă, çулталăка та çитмен икĕ пĕчĕк пепки тăлăха юлнă...”,–тенĕччĕ “Ахрăмра”. Куç умне тÿрех пĕчĕк чиперккесем тухса тăчĕç. Пĕрин хыççăн тепри йĕреççĕ, амăшĕн кăкăрне шыраççĕ, хăйсене ачашласса кĕтеççĕ пек... Чăтаймарăмăр, çемйипех больницăна тухса кайрăмăр (ачасем унтаччĕ). Çылăхсăр чунсене пĕрре курсах хамăра ашшĕпе амăш вырăнĕнче туйрăмăр. Çапла вĕсем пире çĕр çинчи чи çывăх çынсем пек илентерме пуçларĕç. Кашни каймассеренех ачасене кучченеçсем илсе кĕреттĕмĕр, эрне вĕçĕнче чăпăл туса хăвараттăмăр,– аса илет Фания Хамзеевна.

Сусăрсемпе тăлăхсен енне кăмăлтан алă тăсакансен шухăшне ачасен правине хÿтĕлекен комиссинче те, ытти органсенче те хапăл тунă. Çакăн хыççăн çеç çичĕ уйăхри хĕр пĕрчисене çемьере тутар чĕлхипе “Алия” тата “Азалия” тесе чĕнме пуçланă. Имшеркке те шуранкаскерсем иккĕшĕ те тăватшар килограмм çеç тайнă. Шăнăрĕсем те ленчешке. Ачасемпе педагогпа психолог çеç мар, килти тухтăр та пулмалла. “Утма та, калаçма та, юрлама-ташлама та вĕренетпĕр”, – çирĕппĕн тĕллев лартнă вăтăр урлă каçнă çамрăксем. Ял çыннисем хăйсем çине урăхла пăхнине те, япăх сăмахсемпе хакласа пистернине те шута илмен, хăйсен тĕллевне çирĕп пурнăçланă. Паян Алияпа Азалия Шайдуллинсемшĕн çутă уйăх, çÿл тÿпери йăлтăр çăлтăр та тесех калас килет. Нумай пулмасть куçнă хăтлă çуртра инвалид ачасем валли мĕн пур услови туса панă. Кашнийĕн уйрăм пÿлĕм, физкультура, ура тĕпĕсене массаж тумалли тренажерсем, ятарлă сĕтелпе пукан, вылямалли теттесем...

–Çак ачасемшĕнех ăшă урай сартăмăр, сăвăнакан икĕ ĕне пур çĕртех качака туянтăмăр. Унăн сĕчĕ сиплĕ теççĕ çке...– калаçăва хутшăнать кил хуçи.

–Пирĕн вĕсем пирĕштисем, пулас балеринăсем – ачасене çупăрлать амăшĕ.

Шайдуллинсен çĕр çывăрман каçĕсем, пăлхавлă саманчĕсем, сиплев хыççăн сиплев ирттернĕ вăхăчĕсем хыçра ĕнтĕ. Чиперккесем виçĕ çул та сакăр уйăхра иккĕшĕ те хăйсен урисемпех утса кайнă. Чĕвĕл чĕкеç чĕлхисем вара маларахах та уçăлнă. Ачасем тăваттăра кăна пулсан та тутарла та, чăвашла та, вырăсла та калаçаççĕ. Алия та, Азалия та сас паллисене, тĕссене лайăх уйăраççĕ. Ку тĕлĕшпе вĕсене кукамăшĕ, Нариме Аллямовна та чылай пулăшать. Педагогика ĕçĕн ветеранĕн, çулĕпе шултăраланнă пулин те, пĕчĕккисене вĕрентме вăй-хăвачĕ çителĕклех-ха.

Кзыл Чишмари хăйне евĕр телейлĕ çемьен пурнăçĕпе паллашма йышлă ушкăнпах çитрĕмĕр. Пурте – усрава илнĕ ачасен шăпипе кăсăкланакансем. Шайдуллинсен хуçалăхĕнчен тухнă хыççăн вара кăмăл-туйăм пурин те пуç тÿпи таранах пулчĕ. Çĕр çинчи тăлăх е сусăр кашни ача Алияпа Азалия евĕр телейлĕ пулсан-и; Епле лайăх пулĕччĕ...

– Пирĕн енчи тăватă районта инвалид ачасене усрава илнĕ пĕр çемье те çук. Шайдуллинсем районшăн çеç мар, республикăшăн та ырă тĕслĕхлĕ. Çавăнпа та вĕсене вырăнти влаçăн та пысăк тимлĕх уйăрмалла, патшалăх паракан мĕн пур çăмăллăхсемпе тивĕçтермелле. Ашшĕ-амăшĕ те, çитĕнекен пепкесем те хăйсен прависемпе туллин усă курччăр,– терĕ ĕçлĕ çул çÿреве пĕтĕмлетсе ачасен правине хÿтĕлес тĕлĕшпе тимлекен районти уполномоченнăй Д. Гайнуллина.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429355 Чувашская Республика Батыревский район д.Кзыл- Чишма, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83532) 67896
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика