11 июня 2015 г.
Кзыл Чишмари ватăсен вăхăтлăх пурăнмалли çуртĕнче 13ĕн хỹтлĕх тупнă. Кунта ĕçлекенсем вĕсене кăмăлтан пăхаççĕ. Пỹлĕмсенче ăшă, çутă.
_ Алманчăран эпĕ. Качча тухса чылай çул Патăрьелĕнче пурăннă. Шăпа пỹрмен телее тытаймастăн иккен. Мăшăрăм вилсен пĕччен пурăнма кансĕрленчĕ. Çакăнта килтĕм. Çакăншăн паян савăнатăп та. Социаллă ĕçченсен сăпайлăхĕпе тăрăшулăхне мала хуратăп. Апат пĕçерсе çитереççĕ. Вырăнсене улăштарса çăваççĕ. Пỹлĕмсенче тирпейлĕх хуçаланать. Мунча кĕме пулать. Медицина пулăшăвĕ илес тесен те аякка каймалла мар. Кирлĕ пулсан районти тĕп больницăна та илсе тухаççĕ. Хаçат-журнал вулама пулать. Телевизор ĕçлет. Кун-çул уттинчен юлмастпăр та,_ тет кунта вунă çула яхăн пурăнакан Л. Андриянова.
_ Патшалăх ватăсене пĕчченлĕхре хăварманни аван. Кунта пурăнакансем хăйсене килти евĕр туяççĕ. Тăванĕсем килсе çỹрени, ял-йышпа курнăçса тăни вĕсен кăмăлне тата та çĕклет, _ тет уйрăм заведующийĕ И. Егорова.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)