Кзыл-Чишминское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1 Портал района Администрация Батыревского района banner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр çинче пурăнасси _ чăн пысăк телей

04 марта 2015 г.

Республикăра çулленех "Чăваш Ен _ тăлăхсемсĕр!" автокараван çула тухать. Кăçал та старт илчĕ вăл. Комсомольски районĕнчен пирĕн пата çитрĕ. Халăхпа тĕл пулма, ашшĕ-амăшĕсене улăштаракансемпе курнăçса калаçма, кирлĕ сĕнỹсемпе канашсем пама ЧР вĕрентỹ министерствин специалисчĕсем килчĕç.

Мероприятине район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ М. Калмыков уçрĕ. Малалла сăмах район администрацийĕн опекăпа попечительство секторĕн заведующийĕ Т. Чылыкова илчĕ. Вăл хỹтлĕхсĕр юлнă ачасене çемьесене вырнаçтарасси мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Паянхи куна 142ĕн вĕсем. Ашшĕ-амăшĕ пур çинчех социаллă тăлăхсем те пур вĕсен шутĕнче. Аслисенчен хăшне-пĕрне ашшĕ-амăш правинчен, ирĕкрен хăтарнă тата ытти те.

47 çемье хăйсен хỹттине 76 ача илнĕ. 54 çемье 66 ачана опекунлăх тунă. Пурте вĕсем патшалăх паракан çăмăллăхсемпе, тивĕçтерỹсемпе усă кураççĕ. 2013 çулта 13 тăлăха хваттер панă.

"Батыревский" муниципаллă полици пайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен пай начальникĕ В. Кузнецова хăйĕн сăмахĕнче çитĕнекен ăрупа профилактика ĕçне мĕнле туса пынипе паллаштарчĕ. Райадминистрацин çул çитмен ачасемпе ĕçлекен пай секретарĕ М. Кошкина, ашшĕ-амăш хỹтлĕхне пама тăрăшакан çемьесемпе ĕçлекен куратор Е. Никитина, Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Т. Калашникова та кун йĕркинчи ыйту çинче чарăнса тăчĕç.

Пуçласа районта усрава йышлă ача илекенсем Упамсари Галина Николаевнапа Валентин Елизарович Трофимовсем пулнăччĕ. Халĕ ку енĕпе Чăваш Ишекĕнчи Уткинсем палăраççĕ. Çичĕ ывăл хỹтлĕх тупнă кунта. Вĕсене воспитани парас ыйтăва Каролина Анатольевна çĕклерĕ.

Вĕрентỹ министерствин психологипе педагогика реабилитаци тата коррекци центрĕн специалисчĕсем тĕрлĕ тренинг ирттерчĕç. Çитĕнекен ăру усрава илнĕ ашшĕ-амăшĕ умĕнче хăйсен пултарулăхне кăтартрĕ.

Автокараван çавăн пекех Кзыл Чишмара усрав ачасем хỹтлĕх тупнă çемьере те пулчĕ.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429355 Чувашская Республика Батыревский район д.Кзыл- Чишма, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83532) 67896
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика