15 октября 2014 г.
Илем кỹрĕ урама ИРТНĔ эрне кунпа шăмат кун кашни ял тăрăхĕнче тенĕ пекех "Йывăç ларт тата ăна сыхла" акцие хутшăнса тĕрлĕрен вырăна, çул хĕррисене çамрăк хунавсем лартрĕç. Малашне чылай ялăн урамне хурăн, йăмра, хурама, пилеш, çавăн пекех çимĕç паракан йывăçсем илем кỹрĕç. Сăмахран, Красномайскинчи "Василек" ача сачĕн картишĕнче тепĕр темиçе çултан лутра йышши чиесем хăйсен çимĕçĕпе шăпăрлансене илентерĕç, Первомайскинчи Культура çурчĕ йĕри-таврашĕнче юрăри евĕр шух çил вĕрнĕ чухне пуçне усакан пилешсем кăмăла уçĕç. Нăрваш Шăхальсем экологи субботникĕнче 500 ытла йывăç-тĕм лартса хăварнă. Ятарлă тăрăха ятсăр та хăварман _ ăна кăçалхи çулталăка халалласа "Культура ĕçченĕсен аллейи" тесе палăртнă.
Хамăр пурăнакан тавралăха симĕслетес тĕлĕшпе йĕркеленĕ мероприятие Турхансем те хастар хутшăннă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)