12 июля 2014 г.
НУМАЙ пулмасть çеç Çĕрпỹ районĕнчи пĕр ялти вăйпитти арçын шăрăх çанталăкра ăш хыпнине пусарăнтарас тĕллевпе квас ĕçнĕ те çав вăхăтрах вилсе кайнă. Çакскер курки хĕррине вĕлле хурчĕ ларнине асăрхаман та иккен. Лешĕ вара унăн çăварне сăннине лартса та ĕлкĕрнĕ. Сывлăш çулĕ хупланса ларнăран инкек кураканăн çавăнтах чунĕ тухнă-мĕн.
Темиçе кун каялла çеç пирĕн районти Красномайск ялĕнче те çакнашкал синкерлĕх пулнă. Кỹлĕ хĕрринче пĕр ассăрах хур-кăвакал ас тăвакан арçынна çăвăр хуртсен ушкăнĕ тапăннă, унăн пуçне сăнă лартса пĕтернĕ. Районсем хушшинчи следстви комитетĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, инкеке çакланнă 45 çулхи арçын пĕр сехетренех ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)