28 мая 2014 г.
КУЛЬТУРА çулталăкĕнче районта асра юлмалли мероприятисем сахал мар иртсе пыраççĕ. Сăмахран, июлĕн 7-мĕшĕнче Кзыл Чишмана хамăр районти тата таврари çамрăк сăрă ăстисем пуçтарăнма хатĕрленеççĕ. Çак кунхинех Хусанти ачасемпе çамрăксен "Селэт" организацийĕн хастарĕсем те кунта килсе ĕçе пуçăнĕç, илемлĕ вырăнсене асамат кĕперĕн тĕсĕсемпе хут е пир çине куçарĕç. Ырă ĕçĕн пуçаруçи çак ял çынниех _ Тутарстанри наука академийĕн академикĕ Джавет Сулейманов хастар.
Çак кунхинех асăннă ялта Хусантан çеç мар, Ĕпхỹрен, Шупашкартан килекен çамрăк ỹнерçĕсем хăйсен творчествăлла ĕçне пикенĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)