02 апреля 2014 г.
РАЙОНТИ культурăпа кану центрĕнче çакнашкал концерт тахçанах пулманччĕ-ха: залра лăк тулли халăх, ларма çеç мар, айккинче тăма та вырăн çук. Красномайскинчи Тутаркассинче çуралса ỹснĕ Фарида Файзуллина пултарулăхне хаклама ватти те, вĕтти те хăпса тухнă. Патăрьелĕнчен çеç мар, ытти ялсенчен те машини-машинипе тиенсе килнĕ. Тутар чиперкки юрăсене чăвашла та, вырăсла та, тутарла та хитре шăрантарать. Тарăн шухăшлă сăввисен авторĕсем те хамăрăн ентешсемех: В. Самойлов (Раштав), А. Юрату, В. Шихранов.
Концерта илем кỹрекен ытти артистсен, ташă ушкăнĕсен пултарулăхне те киленсе пăхрĕç куракансем. Фаридан йĕкĕреш хăраххи Флюра сцена çине тухсан вара халăх ура çине тăрса тенĕ пекех тăвăллăн алă çупрĕ. Хăйсене çапла ăшшăн йышăннине кура программăна ертсе пыракан Петр Садовников артист апрелĕн 29-мĕшĕнче тепĕр хутчен Патăрьелсене килсе савăнтарма шантарчĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)