Кзыл-Чишминское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1 Портал района Администрация Батыревского района banner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КЗЫЛ ЧИШМАРА – БЛОК КĂЛАРАКАН ЦЕХ

22 декабря 2012 г.

Кзыл-Чишмари “Чишма” ял хуçалăх предприятийĕ панкрута тухнă хыççăн ĕне ферми пушанса юлчĕ. 2004 çултанпа витесенче выльăх сасси илтĕнмен. Ун вырăнне çил çеç шăхăрса çÿренĕ. Хуçасăр пулнăран хуралтăна салатма та пуçланăччĕ. Кăçалхи май уйăхĕнче вара унта çĕнĕ пурнăç вĕресе кайрĕ: газобетонлă блоксем кăларакан цех уçăлчĕ. Çак ялта, тавралла вырнаçнисенче пурăнакансемшĕн те ку ырă хыпар пулчĕ. Тĕрлĕ хулара уйăхĕ-уйăхĕпе çемьерен аякра ĕçличчен тăван тăрăхра вăй хума май пурри аван-çке.

Цех вырăнĕнче унччен ферма пулнă тесе те калаймăн халь. Хăватлă оборудованисем вырнаçтарнăран пĕр-пĕр завода лекнĕнех туйăнать. Çак шая çитиччен чылай нушаланма тивни куç кĕретех. “Газобетон – ПРО” пĕрлешĕве 2010 çулта тума пуçланă. Ĕçе мĕнлерех йĕркелемеллипе паллашас тесе кунта вăй хуракансем Белоруссине, Калугăна çитсе килнĕ.

– Калугăранах оборудованисене илсе килтĕмĕр, вырнаçтартăмăр. Хута янă чухне унти монтажнике чĕнтĕмĕр, – тет цех начальникĕ И. Исхаков.

Цех уйăхне вăтамран 1800 кубла метр блок кăларма пултарать. Технологипе килĕшÿллĕн ăна акшар чулне, цемента, алюмини çăнăхне, пластификаторсене, кăпăк тăвакан япаласене пĕрле хутăштарса хатĕрлеççĕ. Лайăх пăтраштарнă хыççăн раствора ятарлă калăпа яраççĕ, вара тин туянакана кирлĕ размера компьютер çинче палăртса касаççĕ. Ытти кирпĕчсенчен ытларах ăшă тытакан блока хамăр тăрăхри ялсенчен çеç мар, Комсомольски районĕнчен, Саранскри пĕр фирма кăмăлласа туяннă.

Хусанта пурăнакан Ф. Тагиров тăрăшнипе уçăлнă цехра паян икĕ сменăпа 25 çын вăй хурать. Малашне ĕç калăпăшне, çавăн пекех йыша тата та ÿстерме палăртаççĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429355 Чувашская Республика Батыревский район д.Кзыл- Чишма, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83532) 67896
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика