04 декабря 2013 г.
Кзыл Чишмари пĕтĕ-мĕшле врач практикин уйрăмĕнче донор кунне çак тăрăхра пурăнакансем кашнинчех кар тăрса хутшăнаççĕ. Хальхинче те сывлăх тĕлĕшĕпе йывăрлăха кĕрсе ỹкме пултаракансем валли çитмĕл çын хăйсен ирĕкĕпе юн кайса панă. Пархатарлă ĕçе Алманчăри вăтам шкулти учительсем те хастар хутшăннă. Уйрăм донорсенчен Красномайскинчи С. Сироткинана, Л. Николаевана, Кзыл Чишмари Д. Басырована, З. Сафинана, З. Тухветуллинана палăртса хăвармалла.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)