Кзыл-Чишминское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1 Портал района Администрация Батыревского района banner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тивĕçлипе мухтанатпăр

04 декабря 2013 г.

Шупашкарти 20-мĕш шкул хулан Çĕнĕ Кăнтăр районĕнче, аслă çултан инçе мар, илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Пысăк вăл, виçĕ хутлă. Умĕнче çуркуннерен пуçласа кĕр вĕçлениччен чечек ешерет. Унта пурĕ 75 учитель. Вĕсенчен çиччĕшĕ _ чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем. Шкул директорĕ Любовь Валентиновна Леванова яланах çапла калать: "Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем _ чи маттурисем. Вĕсем _ шкул тĕрекĕ".

Çак коллективра 23 çул Валентина Васильевна Лисицына тăрăшать. Вăл _ ăшă кăмăллă, вăхăт таппине туйса тăракан, хăйĕн ĕçне чун-чĕререн юратакан вĕрентекен.

Эпĕ Валентина Васильевнапа ăнсăртран паллашрăм. Пĕррехинче, уроксем вĕçленсен, Шупашкарти 12-мĕш шкула чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен канашлăвне кайма тухнăччĕ. Çавăн чухне çул çинче яштака пỹллĕ, сап-сарă çỹçлĕ, вăрăм сăран плащ тăхăннă хĕрарăма хуса çитрĕм. Çакă, тем тесен те, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ тесе шухăшларăм. Сăмах пуçартăм. Паллашрăмăр. Эпир юнашар шкулсенчех ĕçлетпĕр иккен.

Унтанпа 7 çул иртрĕ. Анчах паянхи кун та пĕр-пĕрне ăнланса, ĕçре кирлĕ сĕнỹсем парса, çемьесемпе хутшăнса ĕçлетпĕр. Халĕ эпĕ Валентина Васильевна çинчен нумай пĕлетĕп. Вăл çемье çинчен сăмах пуçарсан яланах çапла каласа парать:

_ Йышлă çемьере çитĕннĕ эпĕ. Çичĕ ача, аттепе анне _ пурĕ тăхăр çын пурăнаттăмăр пĕр пỹртре. Анне пĕр вăхăтрах кашни ир пилĕк ачана шкула ăсатса яратчĕ. Мĕнле ĕлкĕрнĕ-ши, шеремет. Уйрăмшарăн ăс вĕрентсе ларман пире: хушнă _ тунă, каланă _ итленĕ. Анчах та атте _ Сироткин Василий Егорович, анне _ Сироткина Роза Тимофеевна _ иккĕшĕ те вăхăтсăр çĕре кĕчĕç. Темле йывăр пулсан та хуçăлмарăмăр эпир. Туслă, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма вĕрентнĕ пире аттепе анне. Шел, пирĕнтен ман умĕнхи пичче çамрăклах çĕре кĕчĕ. Ыттисем, мухтав турра, тĕрĕс-тĕкелех пурăнатпăр-ха.

Çапла, пурнăç пурăнасси уй урлă каçасси мар, тенĕ ĕлĕкех ваттисем. Çăмăлах пулман Валентина Васильевнан ачалăх кунĕсем. Вăл 1961 çулта Красномайскинче (Начар Упи теççĕ чăн чăвашла) кун çути курнă. Малтанах тăван ялĕнче, унтан Алманчăри вăтам шкулсенче вĕреннĕ. "Ачаран кĕнеке вулама, радио итлеме юрататтăм. Уйрăмах "Ăраскал" передача кăмăла каятчĕ. Манăн та чăн чăвашла яка та илемлĕ калаçас, паттăр та пултаруллă пулас килетчĕ. 1979 çулта эпĕ 10-мĕш класра вĕреннĕ чухне Чăваш патшалăх университечĕ ирттернĕ олимпиадăна хутшăнтăм. Хам та шухăшламан 2-мĕш вырăн çĕнсе илессе. Ун чух ректорĕ С.Ф. Сайкинччĕ. Мана шкул пĕтерсен университета вĕренме кĕме йыхрав хучĕ ярса пачĕç. Çакăн хыççăн эпĕ утса мар, чупса çỹреттĕмччĕ", _ аса илет нумай çул иртнĕ хыççăн Валентина Васильевна.

Анчах та вĕренме каяс ĕмĕчĕ тỹрех пурнăçа кĕмест-ха çамрăк хĕрĕн. Елчĕк районĕнчи Кивĕ Арланкасси каччи Николай Лисицын Валентина пуçне питĕ хăвăрт çавăрса янă. 1981 çулта вара вĕсем çемье çавăрнă, пурте ăмсанмалла мăшăр пулса тăнă. Малтан Марина хĕрĕ (халĕ вăл Калинин районĕн администрацийĕнче вăй хурать, мăшăрĕпе Александрпа Элеанора ятлă хĕр ỹстереççĕ), унтан Максим ывăлĕ çут тĕнчене килеççĕ. Максим ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухса инженер специальноçне алла илчĕ.

Çемьеллĕ пулин те вĕренес шухăша пăрахман Валентина. Университет пĕтерсе чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен пулса тăрать. Пĕр вăхăт Елчĕк районĕнчи Энтепери вăтам шкулта ĕçлет. Шупашкара пурăнма куçсан хулари электровиçев завочĕн çамрăксен общежитийĕнче воспитатель пулса вăй хурать. 1993 çулта тĕп хулари хайхи 20-мĕш шкулта ачасене чăваш чĕлхине вĕрентет.

Пултаруллă çын пур ĕçре те пултаруллă. Наци радиовĕпе, телевиденийĕпе тухса калаçма та вăхăт тупать. Юлашки 4-5 çул Абрамова Галина Васильевнапа пĕрле хулари ачасене чăвашла вĕрентес ĕç тухăçлăрах пултăр тесе вĕренỹ кĕнекисем, ĕç тетрачĕсем, тĕрлĕ справочниксемпе пособисем кăларма пултарчĕ.

Ĕçре чунтан парăнса тăрăшнăшăн ăста вĕрентекен сахал мар чыса тивĕçнĕ. Çав шутра Вĕрентỹ министерствин тата Чăваш наци конгресĕн Хисеп хучĕсем, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ĕç-ченĕ. Кăçалхи юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн 8-мĕш Аслă Пухăвĕнче Валентина Васильевна Лисицынана Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ" ята пачĕ, кăкăрĕ çине медаль çакса ячĕ.

Чăнах та тивĕçлĕ çак ята Валентина Васильевна. Мĕншĕн тесен, вăл пур ĕçе те тĕплĕ тăвать. Уншăн атте-анне чĕлхи ачан чĕринче, чунĕнче, юнĕнче. Аслă категориллĕ вĕрентекен вĕренỹри çивĕч ыйтусене татса парас тĕллевпе тĕрлĕ семинарсем ирттернĕ çĕре хутшăнать, мастер-классем кăтартать. Кулленхи ĕçĕнче Валентина Васильевна çĕнĕ вĕрентỹ технологийĕсемпе анлă усă курать: сывлăха сыхлас, модуль, проект, информаципе коммуникативлă технологийĕсем _ пурне те каласа пĕтерес çук.

Валентина Васильевна пултарулăхĕ куç умĕнчех. Эпир, Шупашкарти тĕрлĕ шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем, унран тĕслĕх илетпĕр, унпа мухтанатпăр.

З. ЛУКИНА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429355 Чувашская Республика Батыревский район д.Кзыл- Чишма, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83532) 67896
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика