Кзыл-Чишминское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1 Портал района Администрация Батыревского района banner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватлăх çуртăн яланхи çемйи

30 ноября 2013 г.

 Сăмсана кăтăклакан тутлă апат шăршине ытараймасăр ватăсем пĕрин хыççăн тепри тĕпелелле утаççĕ. Раççейри Амăшсен кунĕ ячĕпе поварсем ирпе-ирех кухньăра ăраснарах çимĕç хатĕрлеççĕ: тутлă салат тунă, кăпăшка пỹремеч пĕçернĕ, техĕмлĕ чей вĕретнĕ... Пылĕ те, канихвечĕ те сĕтел çинчех. Кзыл Чишмари ватăсемпе инвалидсене вăхăтлăх хỹтлĕхе илекен çуртра яланах çапла ăшă та, кăмăллă та. Кунта ĕçлекен социаллă работниксем (вĕсем пиллĕкĕн) пурнăç шăпи çичĕ ютпа "çемье" çавăрма пỹрнисене çапла чи çывăх çынсем вырăнне хурса пăхаççĕ.

_ Эпĕ кунта ватăсемпе инвалидсен вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмне уçнăранпах ĕçлетĕп. Унтанпа вунă çул та çитет ĕнтĕ. Пирĕн пата тĕрлĕрен ăраскаллă кинемейсемпе мучисем вырнаçаççĕ. Ку таранччен 170 ытла кинемейпе мучи пирĕн йышра пулнă. Ытларах ватлăхра пĕччен юлнăскерсем хỹтлĕх тупма тăрăшаççĕ. Хăшĕсен вара ачи-пăчи те, мăнукĕсем те, тăванĕсем те пур, анчах... Акă, хальхи вăхăтра ваттисен çуртĕнчи пĕр бабайăн сывлăхĕ тухтăрсен аллинче çеç темелле. Вăхăтĕнче вăй питти арçын шахтăра та, ытти çĕрте те чылай тăрăшнă. Паян вăл ачисем вырăнне пирĕн работниксемпе хуйхи-суйхине пайлать, калаçса чунне пусарать. Эпир ăна ыттисемпе пĕрлех виçĕ хутчен вĕри апат çитеретпĕр, вунă кунта пĕр хутчен мунча кĕртетпĕр, юн пусăмĕ пысăкран эмелсемпе те вăхăтра тивĕçтеретпĕр... Урăхла каласан, унăн пурнăçĕшĕн май пур таран тăрăшатпăр,_ калаçăва пуçларĕ хăйсен ĕçĕ пирки И. Егорова заведующи.

"Тĕнчери чи пĕчĕк телей _ пуянлăх, чи пысăкки _ сывлăх" тенĕ ватăсем. Пăлапуç Пашьел тăрăхĕнчен килсе ваттисен çуртĕнче хăтлăх тупнă çак пичче те кунта тăваттăмĕш хĕле кĕме хатĕрленет. Кунта вырнаçнă чухне вăл самай патвар курăннă-ха. Çулĕсем шултăраланнине пăхмасăр кĕнеке вулама та, ỹкерме те юратнă. Юлашки çулсенче вăл та самаях йăшнă. Куçĕ те пачах курмасть. Çемьесĕр çыннăн тинех ăçта каймалла? Кирек мĕнле пулсан та элчелĕ çитиччен кунтах пурăнас пулать ĕнтĕ....

Районти социаллă хỹтлĕх центр директорĕ А. Воробьевапа Кзыл Чишма ял тăрăх пуçлăхĕ Р. Минаев, А. Салимгереевпа Н. Габидуллов депутатсем хĕрарăмсене уяв ячĕпе саламлама килнине пĕлсен, уйрăма 3-4 çул каяллах килсе тĕпленнĕ Лида аппа хăнасене хăй пỹлĕмне чĕнмесĕр тăраймарĕ. Крават пуçĕнчи тумба çинче темиçе турăш, Турă кĕнеки, çуртасем... Кунтах "Авангард" хаçат та.

_ Пĕрле пуç шуратнă çынпа ĕмĕрĕме ĕмĕрлесси пулмарĕ. Алран тарнă телее тытаймарăм. Пĕччен пурнăç çакăнта илсе çитерчĕ. Халĕ ĕнтĕ уншăн та кулянмастăп. Мĕншĕн тесен манăн ачам-пăчам çук. Хама килти пекех туятăп. Хĕрсем ватăсене тиркемесĕр питĕ лайăх пăхаççĕ. Вырăнти кăлавапа депутатсем тăтăшах пирĕн пурнăçпа кăсăкланни те кăмăллă, _ хавхалансах калаçăва хутшăнчĕ хĕрарăм.

Сăмах май каласан, кăçал чăвашпа тутар çыннисем пурăнакан çемье хăтлăхĕшĕн центр директорĕн те самаях ĕштеленме тивнĕ. Юлашки темиçе çулта ватăсемшĕн пỹртре туалет та ĕçлемен. Кирек мĕнле çанталăкра та иккĕмĕш хутран нушаланса тула тухса çỹренĕ. Мунчана шыв йăтнă чухне те социаллă работниксен халтан каймалăх пулнă. Вырăнти влаçпа депутатсем çак ыйтăва татса пама пулăшнă. И. Фасхутдиновпа Д. Сейфутдинов ял хастарĕсем шыв пăрăхĕсене улăштарса çĕнĕ насус лартса панă хыççăн ваттисен çуртĕнчи пысăк "çăпан" шăтнă. Халĕ пỹртре те, кухньăра та, япала çăвакан пỹлĕмре те, мунчара та кирек мĕнле шыв та ирĕклĕ.

_ Пурнăç шăпи кашни çыннăн ăрасна. Пирĕн ялта район шайĕнче уçăлнă ваттисемпе инвалидсене вăхăтлăх пăхса тăракан уйрăмшăн эпир те питĕ хавас. Пиртен кашниех вăрттăн та пулин унта лекес мар тесе шутлатпăр пулин те, хальхи вăхăтра вырăнсенче çакнашкал хăтлăхсем кирлех. Вĕсене пăхса, тирпейлесе тăмалла, кашни ватăна тимлĕх уйăрмалла. Ватта ырă туни, пăхни вара пуриншĕн те сăвап, _ пĕтĕмлетрĕ ял хастарĕ, вырăнти депутат Арыслан Салимгереев.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429355 Чувашская Республика Батыревский район д.Кзыл- Чишма, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83532) 67896
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика