Кзыл-Чишминское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1 Портал района Администрация Батыревского района banner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслисен тĕслĕхĕпе

19 октября 2013 г.

 _ Кĕрхи сивĕсем пуçланиччен пахчари пан улмине, хĕрлĕ пилеше пуçтарма шутларăмăр, ăнса çитĕнчĕç вĕсем кăçал. Лавккана 100 килограма яхăн çырла патăмăр та ĕнтĕ. Пан улми шкул столовăйĕ валли каять,_ кăмăллăн калаçать Красномайскинчи шкул-сад ертỹçи Л. Хадарова. Кунта ĕçлекенсем ачасене ĕçе явăçтарма, пуррине упрама, перекетлĕ пулма та хăнăхтарни куç умĕнчех.

Пилеш çупкамĕнчен татăлнă çырласене пĕрне те урапа таптамаççĕ, аллисемпе илсе витрене яраççĕ. Пĕрремĕшсене вĕрентекен Р. Мышова хавхалантарсах тăрать: "Матурскерсем!"

Çак сăмахсене илтнĕ хыççăн камăн айккинелле пăрăнас килтĕр? Ачасене ĕнентерсе, ỹкĕте кĕртсе, мĕн каланине пурнăçлама хăнăхтарса пыма пĕлнĕрен ĕçĕ ăнать педагогăн. Çитĕнекен ăрăвăн савăнăçне-хуйхине те пĕрле пайлаттарма вĕрентет. Унăн кашни сăмахне çăтса ямалла итлес килет.

_ Шкулта сирĕнне-пирĕнне уйăрасси çук. Математикăпа тата вырăс чĕлхипе эпĕ ытларах уроксем ирттерме тăрăшатăп. Чăваш чĕлхине Г. Чубакова ăста ертсе пырать. Ытти предметсем Г. Кудрявцеван ăнăçлă тухаççĕ. Пурин те категорисем те, ĕç стажĕсем те пĕрешкелрех пирĕн,_ тет малалла Раиса Валентиновна.

Тĕрĕс те калать пулас. Пĕрремĕшсемпе виççĕмĕшсене пĕр пỹлĕмрех пĕр вăхăтрах математика урокĕнче ларма, паллах, çăмăл мар.

Классенче вĕренỹре кирлĕ кĕнекесем те, методика литератури те çителĕклех. Компьютерсем, проекторсем пур. Ĕç тетрачĕсене ашшĕ-амăшĕ туянса панă. Вĕсене ятарласа Шупашкарти вĕрентỹ коллекторĕнченех кайса илнĕ. Хакĕ те йỹнерех.

_ Пуçламăш шкулпа сада пĕр тăрă айĕнче туни вырăнлă. Садике çỹрекен ачасем учительсене те паллаççĕ, пĕрлехи мероприятисене хутшăнма хăнăхаççĕ, аслăраххисем уроксенче ларнине куçпа кураççĕ,_ тет Г. Чубакова.

Учителсем чăн-чăнах "иккĕмĕш амăшĕ" вырăнĕнчех. Кашнийĕ вăхăтран-вăхăта категорисене хỹтĕлет, район, республика, Раççей шайĕнчи Хисеп грамотисене тивĕçет. Ĕç стажĕсем те, ỹсĕм çулĕсем те, çемьери лару-тăрăвĕ те пĕрешкелрех.

_ Çакăнта ватăлатпăр ĕнтĕ,_ теççĕ вĕрентекенсем. Мышовсен икĕ ывăлĕ те университетран вĕренсе тухнă, пĕри çар службинче пулнă, тепри халĕ хĕсметре тăрать. Чубаковсен иккĕшĕ те ял хуçалăх академинче пĕлỹ пухнă. Кудрявцевсен çемьеллĕ пулма та ĕлкĕрнĕ. Хĕрĕ те ĕçе кỹлĕннĕ.

_ Вĕрентсен упана та ташша вĕрентме пулать. Маларахри çулсенче компьютер хамăршăн та ютчĕ. Халĕ ачасене унпа ĕçлеме хăнăхтаратпăр. Электрон техники пулăшăвĕпех конкурссене хутшăнатпăр. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче Д. Сабитова районти "Наука. Ăслăлăх. Аталану" конференцине "Пирĕн ялти ятсем тата хушма ятсем" темăпа ĕç тăратса иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Кăçал тепĕр ачана унта явăçтарасшăн,_ калаçăва малалла тăсать Р. Мышова.

Туслă йыша йывăрлăхсем те хăратмаççĕ. Çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленсе мĕн чухлĕ ĕç тунă вĕсем! Пỹлĕмсене çĕнĕрен сăрланă.

Педагогсем маларахри выпусксенче вĕрентсе кăларнă ачасем çемьеллĕ пулнă ĕнтĕ. Халĕ вĕсен ăрăва малалла тăсаканĕсем шкула килнĕ. Хăшне-пĕрне ашшĕ-амăш тĕслĕ-хĕпе воспитани пама тăрăшаççĕ педагогсем, теприсене маларах парттă хушшине ларнă аппăшĕсемпе тетĕшĕсен çитĕнĕвĕсемпе. Ăруран-ăрăва куçса пыракан йăла-йĕркесене те манăçа кăларма май памаççĕ, воспитани парасси шкулпа çемье хушшинчи пĕрлехи ĕç пулнине шута илеççĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА                                  

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429355 Чувашская Республика Батыревский район д.Кзыл- Чишма, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83532) 67896
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика