Кзыл-Чишминское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1 Портал района Администрация Батыревского района banner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлемесĕр телей çук

12 октября 2013 г.

 Ялта пурăнакансенчен нумайăшĕ хушма укçа кĕртмелли мел шырать. Пĕрисем пахча çимĕç çитĕнтереççĕ, теприсем выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Красномайскинче пурăнакан Владимир Иванов çемйи те канлĕх мĕнне пĕлмест: çу тăршшĕпе пахчара ĕçлеççĕ, утă хатĕрлеççĕ, выльăх-чĕрлĕх йышлă тытаççĕ.

Аленăпа Владимир Ивановсен иккĕшĕн çумне те "куршанак" ир çып-çăннă.

_ Анне те, атте те чылай çул фермăра вăй хунă. Пĕчĕклех вĕсем патне çỹреттĕм. 5-мĕш класра вĕреннĕ чухне пĕрремĕш хут витре тытса ĕне патне пытăм. Каярахпа вара çемçе çилĕсене хамах сума пуçларăм. Сĕт чăр! та чар! сас парса савăта тулни питĕ килĕшетчĕ. Малтанласа паллах алă ывăнатчĕ, апла пулин те ĕçĕ кăмăла каятчĕ, _ тет Алена Львовна ачалăхне аса илнĕ май. Халь те çамрăк хĕрарăм ирех тăрса, тутăрне хĕрле çыхса витере тăракан икĕ ĕнене сăвать. Мăшăрĕн те ĕçлемелли çителĕклех: пушмак тата пĕчĕк пăрусене, вăкăрсене, сыснасене, чăххи-чĕппипе хур-кăвакалне çитермелле, каяшне тасатмалла...

Ывăлĕпе кинĕ выльăхсем патĕнче тăрăшнă вăхăтра кил вучахне тытса параканĕ, Ольга Александровна, апат пĕçерет, чей вĕретет. Сăмах май каласан, Ульха аппа тивĕçлĕ канăва кайичченех "Колос" колхозра тимленĕ: çăвĕпе пахча çимĕç ỹстернĕ çĕрте ĕçленĕ, хĕлле вара дояркăсене улăштарса кантарнă. Яланах кил-çуртне тĕреклетес, ачисене тивĕçлĕ воспитани парса ура çине тăратас тенĕ вăл. Мăшăрĕ 7 çул каялла йывăр чире пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайни хĕрарăмăн чĕринче тарăн суран хăварнă. Паян вăл ывăлĕн çемйипе савăнса пурăнать. Хунямăшĕн тăприпе кинĕн тăпри пĕр тени тĕрĕсе килнĕ. Аслипе çамрăкки пỹрт умĕнче хĕвел-çаврăнăш вăррине шĕкĕл-чесе ларнипе пурнăç малалла кайманнине, авăнмасăр укçа кĕменнине ла-йăх ăнланаççĕ.

Ивановсем виçĕ хĕре кун çути парнеленĕ. Асли çунат илсе тăван йăваран вĕçсе тухса кайма та ĕлкĕрнĕ. Оля Шупашкарти Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн пĕрремĕш кур-сĕнче ăс пухать. Вăталăххи Алманчăри вăтам шкула, кĕçĕнни Красномайскинчи шкул-сада çỹрет.

О. ПАВЛОВА                                          

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429355 Чувашская Республика Батыревский район д.Кзыл- Чишма, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83532) 67896
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика