Кзыл-Чишминское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1 Портал района Администрация Батыревского района banner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă кăмăллăх туйăмĕ пысăк

09 октября 2013 г.

Турханта тата Кзыл Чишмара ватă çынсемпе инвалидсене вăхăтлăха пурăнма уçнă уйрăмсене пĕрлештерсе тăракан районти халăха социаллă пулăшу паракан Центр ĕçченĕсем хăйсен ĕçне чунтан тата тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынисĕр пуçне пурнăçри йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ кирек мĕнле çынна та алă тăсса пама хатĕр. Тĕрлĕ ыр кăмăллăх акцине те вĕсем кашнинчех хастар хутшăнаççĕ. Çирĕм виçĕ çынтан тăракан пысăк мар коллектив "Ачалăхшăн, ачасемшĕн" марафона районта чăн малтан укçа куçарса панăччĕ. Хабаровск крайĕнче пурăнакансене шыв илнипе шар курнине пĕлнĕ хыççăн та соцработниксем пуçарулăх кăтартса инкеке лекнĕ халăх валли укçа ярса пачĕç. Центр директорĕ Анисия Воробьева хальхаççăн пĕлтернĕ тăрăх, район администрацийĕ çумĕнчи Попечительсен Канашĕ Патăрьелĕнчи Турă Амăшĕн Державнăй иконĕ ячĕллĕ чиркĕве туса пĕтерме пулăшма Чĕнсе каланине ырласа пысăках мар йышăн пĕр кунхи ĕç укçине (12100 тенкĕ) ятарлă счет çине куçарнă. Тĕслĕх илмелĕх пур маттурсенчен!

Сăмах май, район пуçлăхĕ Николай Глухов çак кунсенче кĕлĕ çурчĕн сылтăмри приделне тунине пырса курнă. Кунтах вăл Попечительсен Канашĕн членĕсемпе храмри ĕçсене вĕçлес тĕлĕшпе тăракан задачăсене сỹтсе явнă. Паяна асăннă придела тĕп çуртран уйăрса йĕркелеççĕ. Строительство ĕçĕсене ертсе пыракан Николай Марков протоиерей иконостасăн пĕрремĕш речĕ хатĕрри, служба ирттермелли хатĕрсене, кĕнексене туянни çинчен пĕлтернĕ. Шалти ĕçсене пĕтернĕ хыççăн кунта служба ирттерме те май пур. Николай Иванович чиркĕве туса пĕтерме районта пурăнакансем пур енлĕн пулăшасса шанса тăнине палăртнă.

Н. ЛАРИОНОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429355 Чувашская Республика Батыревский район д.Кзыл- Чишма, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83532) 67896
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика