28 сентября 2013 г.
Красномайскинчи "Колос" хуçалăхра уй-хир ĕçĕсем вĕçленнĕпе пĕрех: пĕрчĕллĕ культурăсене, пахча çимĕçе пуçтарса кĕртнĕ. Кĕрхи культурăсене 93 гектар акнă, çитес çула валли çĕр хатĕрлеме пуçăннă. Ăна 300 гектартан кая мар сухалама тĕллев лартнă.
_ Кăçал 270 гектар тĕш тырă çитĕнчĕ. Тутарстанран туяннă тулă тата урпа вăрлăхĕсене минераллă удобренипе варăнтарса акса хăвартăмăр. Тухăç гектартан 14 центнер ытларах пулчĕ. Нумаях мар, анчах хуçалăхра ĕçлекенсене тỹлевсĕр пĕрер тонна утă, улăм, тырă пама палăртнă. Çавăн пекех çĕр пайĕсемшĕн те кашнине пĕрер центнер тулăпа сĕлĕ тивет, _ тет В. Сельцов ертỹçĕ.
Хуçалăх ура çине çĕкленме тăрăшать. Çавна май хăш культурăна акса тупăш кĕртесси пирки çине тăрсах шухăшлама тивет. Акă, кунта пĕлтĕр ыхра лартса хăварнă. Районта ăна çитĕнтерекен ял хуçалăх предприятийĕ çук-ха Тупăшĕ ытлашшиех савăнтарман пулсан та малалла та ăна ỹстересшĕн.
_ Технологине лайăх пĕлменни, опыт çукки те ура хучĕ. Ку çимĕç валли пĕрер çеç лартса пыракан сеялка кирлĕ иккен. Белоруссинчи пĕр юлташ малтан ыхра вăрлăхне çеç акнине, иккĕмĕш çул тин шăлне чиксе тухнине пĕлтерчĕ. Çапла тусан чир-чĕр те ĕрчемест-мĕн. Октябрьте шăпах ун патне кайма, вăл мĕнле ĕçленипе паллашма шухăшлатăп, _ тет Вячеслав Валерьевич.
Иммунитета çирĕплетекен çимĕçсĕр пуçне сухан-севок та ỹстернĕ. Кредитсемшĕн татăлма пĕр пайне сутнă, ыттине хĕле валли управа хунă. Çавăн пекех кăçал люцерна вăрлăхне те хăйсемех хатĕрленĕ. Сăмах май, кĕлетсене кĕрсе тухма та кăмăллă: шуратса дезинфекциленĕ. Хуралтăсенчен инçех мар вырнаçнă паркра та ырă улшăнусем пурри тỹрех куçа курăнчĕ. Вырмана пĕрремĕш хут çĕнĕ "Полесье" комбайн хутшăннă.
Кăçалах сеялка, культиватор, сỹре туяннă. Хуçалăхра фермăсем пушă тăни пăшăрхантарать. Пĕлтĕр унччен лашасем тăнă витене юсаса вăкăрсем самăртнă-ха, анчах вĕсене сутнă хыççăн урăх илмен. Ĕне туянма укçа-тенкĕ çукки чăрмантарать. Салатма кăна сакăр алăк çав.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)