25 сентября 2013 г.
Аттестат илнĕ ачасем тул çутăличченех юрларĕç, алла-аллăн карталанса такмаксем каларĕç, вăйăсем вылярĕç. Вунă çул хĕрỹллĕ вĕренỹре иртсе кайрĕ. Халĕ акă юлашки каç тăван шкулта. Малашне кашнийĕн уйрăм пурнăç пуçланать. Мĕнле телей сунать-ши çамрăксене умри кун-çул? Çак кăсăклă ыйту Красномайскинчи магазин заведующине Роза Сироткинана та хумхантарнă паллах. Николай Павловичпа Мария Александровна Журавлевсен çемйинче кун çути курнăскер, ачаранах чăваш чĕлхи учительници пулма ĕмĕтленнĕ вăл. Шкула лайăх паллăсемпе пĕтернĕрен пысăк шанăçпа Шупашкарти университета çул тытнă. Экзаменсене аванах панă, анчах конкурспа кĕреймен.
Ĕмĕтне пурнăçлайманран агрегат заводне контролера вырнаçнă. Çулталăкран Вăрнарти совхоз-техникума вĕренме кĕнĕ. 1980 çулта хĕрлĕ дипломлă зоотехник тăван яла таврăннă. "Ленинец" колхозра сурăх фермин заведующинче ĕçлеме тытăннă. Çулталăкран хĕре ĕне фермине ертсе пыма шаннă. Çак çулах Шупашкарти ял хуçалăх академине куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕ. Çамрăк пулин те коллективра ырă ят илтме тивĕçнĕ хĕр. Вăл ертсе пыракан ферма ĕçченĕсем хуçалăхри ĕне-выльăх пăхакансем хушшинче те малтисен ретĕнче пынă. Заведующине те уявсенче колхоз правленийĕ Хисеп хучĕсемпе, парнесемпе чысланă.
Шăтăклă шăрçа çĕрте выртмасть, тенĕ ваттисем. Розăна та кỹршĕ урамра пурăнакан сăпайлă та ĕçчен каччă Витя Сироткин куç хывнă. Йĕкĕтĕн ашшĕпе амăшне те килĕшнĕ хĕр. Часах ялта туй кĕрленĕ. Çамрăк мăшăр пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланса, ватăсене сума суса пурăннă. Тăватă ачаран асли пулнăран тĕп килтен уйрăлса тухса çурт-йĕр çавăрнă. Çемьене "çĕнĕ кайăксем" вĕçсе килнĕ. Вĕсене пăхма çăмăлтарах пултăр тесе Роза заведующи ĕçне пăрахса сĕт йышăнакан пулма куçнă. Çав хушăрах колхозри ревизи комиссийĕн председателĕ те пулнă.
Пĕр кунхине Сироткинсем патне лавкка комиссийĕн членĕсем пынă. Шăпах ун чухне ялти магазин сутуçисене улăштарма çын кирлĕ пулнă иккен. "Евчĕсем" Роза Николаевнăна заведующи пулма ỹкĕтленĕ. Хирĕçлеймен хĕрарăм, килĕшнĕ. Унтанпа кĕçех 22 çул çитет. Ял хĕрринче вырнаçнă лавккаран кунĕпех çын татăлмасть: пĕри апат-çимĕç туянать, тепри _ строительство материалĕ, виççĕмĕшне çуралнă куна кайма парне кирлĕ. Тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ кăмăллă хĕрарăм тавар туянакансене яланах ăшă кулăпа, çемçе чĕлхепе кĕтсе илет.
Лавккара таса та тирпейлĕ. Сентресем çинчи таварсене пурне те курăнмалла вырнаçтарса хунă. Ял çыннине мĕн кирлĕ _ пурте пур: суйла та суйла. Кунта 781 пин тенкĕлĕх тавар упранать. Темиçе çул каяллипе танлаштарсан, улшăнусем нумай. Шалта та, тулта та хăтлăх хуçаланать, чечексем ешереççĕ. Кĕрсен тухас та килмест. Роза Николаевнăпа Алина Иванова сутуçăсем кăмăллăран çын татăлмасть лавккаран. Ялта уйрăм çын лавккисем те пур, апла пулин те ытларахăшĕ кунта çỹрет.
Тăрăшни сая каймасть, ĕçĕ те кал-кал пырать. Сутуçăсем кашни уйăхрах 290-300 пин тенкĕлĕх тавар сутаççĕ. Çакă конкуренци вăхăтĕнче начар мар. Патăрьел райповĕн Сăкăтри филиалĕн директорĕ Евгений Викторович Иванов çамрăк пулин те хăйĕн ĕçне пĕлсе туса пырать, çĕнĕ таварсемпе тивĕçтерсе тăрать.
Суту-илỹ ĕçĕнче халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерес тесе нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Р. Сироткинана "Чăвашпотребсоюз", райпон Хисеп грамотисемпе наградăланă. "Чи лайăх сутуçă" ятне те тивĕç пулнă. Вăлах "Раççей потребкоопераци профсоюзне 90 çул" медале те тивĕçнĕ.
Виталий Анатольевичпа Роза Николаевна кăвакарчăнсем пек пĕр чĕлхерен килĕштерсе пурăнакан çемье виçĕ ача ỹстернĕ. Ирина Шупашкарти И. Ульянов ячĕллĕ университетăн экономика факультетĕнчен вĕренсе тухнă, Сергей Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумне пĕтернĕ, инженер. Лена Шупашкарти ял хуçалăх академийĕнче пĕлỹ пухать, экономист пуласшăн. Асли çемьеллĕ.
Тăрăшуллă кил-йыш картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрать. Сăвăнакан ĕнесем çеç 4, 5 пăру, сысна, чăх-чĕп, кăвакал. Сироткинсем темиçе çул ĕнтĕ хăйсен пай çĕрĕпе уйрăлса тухса ĕçлеççĕ. 6 гектар çинче утă, севок, сухан, çĕр улми, выльăх кăшманĕ, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, дыня, арбуз, кишĕр, кавăн, çĕр çырли çитĕнтереççĕ, çемье бюджетне пуянлатсах пыраççĕ. Эпĕ тĕлĕннине курса кил хуçи хĕрарăмĕ çапла хуравларĕ:
_ Мăшăрăм маттур манăн. Унăн тума пĕлмен ĕçĕ те çук. Вăлах тракторист, электрик, шофер. Техникăпа та пуян: мĕн кирли пурте пур. Халĕ çеç токарнăй станок туянтăмăр. Хуçалăхри чылай ĕçе вăл туса тăрать. Çакăн пек лайăх упăшка тĕлне пулнăшăн чăннипех те савăнатăп. Ăшă кулăпа çиçсе, кăмăллă калаçакан Роза Николаевна çине пăхса вăл чăннипех те телейлĕ хĕрарăм пулнине чун-чĕрепе ăнлантăм.
В. МАЛЬЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)