13 июля 2013 г.
Красномайскинче çуралса ỹснĕ, çак кунсенче 85 çул тултаракан Таисия Сергеевна Сироткинăна темшĕн çак ĕçчен кайăкпа танлаштарас килчĕ.
Хăйĕн ĕмĕрĕнче нуши-тертне, хуйхи-суйхине самаях курнă вăл. Ялти тăватă класлă шкултан вĕренсе тухсанах колхозра ĕçлеме тытăннă: çемьере ача-пăча йышлăран, пĕлĕве малалла тăсма пултарайман. Çамрăкшăн ыйхăран тутли çук.. Таиç вара пĕчĕкренех хĕвелтен малтан тăма вĕреннĕ, кĕтỹ хăваличчен чылай ĕç пурнăçлама ĕлкĕрнĕ. Кайран бригадир хушнă ĕçе тухса чупнă, аслисемпе танах çум çумланă, утă-улăм турттарнă, çĕр улми кăларнă. Çапах ачаранах выльăх-чĕрлĕхе юратаканскерĕн чунĕ фермăнах туртăннă. Заведующи пăрусем пăхма сĕннĕ те савăнсах килĕшнĕ. Пĕчĕк янаварсене юратсах пăхнă. Вĕсемпе пупленĕ, ачашланă, сывă ỹснĕшĕн хĕпĕртенĕ.
Çапла майĕпе шăкăлтатса çаврăнса пынă-ха пурнăç урапи. Ашшĕ колхозра аслă конюхра ĕçленĕ, амăшĕ - уй-хир бригадинче. Аслисемпе кĕçĕннисем те ашшĕ-амăшнех хывнă, вĕсене пулăшса пынă.
Анчах Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вĕсен ĕмĕт-тĕллевне пĕр самантрах татнă. Паянхи пекех астăваççĕ-ха ялти пикесемпе аппасем хăйсен мăшăрĕсене, каччисене вăрçа ăсатнисене. Кашни кун вуншар арçын тăванĕсемпе, ял-йышпа сыв пуллашнă, инçетри вут çулăм айне кĕнĕ.
Çавăн пек кунсенчен пĕринче Сироткинсен аслă ывăлне Мишана та повестка килсе панă. Амăшĕ, Наталья Прохоровна, васкасах салтак кутамкки хатĕрленĕ. Киле кỹршисем, тăванĕсем пухăннă. Сергей Прокопьевич ывăлне пил панă, амăшĕ куçне уçайми ĕсĕкленĕ. Пĕчĕккисем тетĕшĕнчен уртăнса йĕнĕ.
- Ан йĕрĕр, эпир вилме каймастпăр вĕт. Ирсĕр тăшмана çĕнтеретпĕр те киле таврăнатпăр, мирлĕ ĕçе кỹлĕнетпĕр.
Унтан вăл шăллĕсене тыта-тыта юратнă,
Таиç йăмăкне çупăрласа çапла каланă:
-Таиç, атте чирлесех тăрать. Шанчăк сан çинче эсĕ халь - асли. Аттепе аннене пулăш, вĕсен тĕрекĕ пул. Çак каç Таиç çĕрĕпе çывăрайман. Асли каласа хăварнă сăмахсем хăлхинчех янăраса тăнă. "Тете шанăçне тỹрре кăларма тата лайăхрах ĕçлемелле",- çакăн пек тĕллев тăратнă вăл хăй умне.
Çăмăл мар пăру пăхакансен ĕçĕ. Ирех фермăна çитмелле те хĕвел ансан таврăнмалла. Килте те ĕçĕ пайтах: пахча çумламалла, шăллĕсене апат пĕçерсе çитермелле, кĕпи-йĕммисене çуса типĕтмелле. Амăшне кăштах пулăш пултăр тет хĕр. Ара, вăл хиртен час таврăнаймасть-çке.
Нумаях та вăхăт иртмерĕ, ашшĕне ĕç çарне илсе кайрĕç. Унтан вăл йывăр чирлесе таврăнчĕ. Пĕринче Таиçе вăрман касма кăларса ячĕç. Темиçе уйăх пĕр таврăнмасăр пурăнчĕ унта хĕр. Мĕн тери ывăнатчĕ шăм-шак! Тепĕр чухне пăчкă аври алăран тухса ỹкетчĕ. Ют çĕрте çĕр каçма ăшă вырăн хатĕрлесе хуман вĕт. Сивĕ çĕрте çĕр каçни те пайтах пулнă. Çăпатасем час çĕтĕлетчĕç. Аслă çулхи арçынсенчен пушмак тума та вĕренчĕ хĕр. Хырăм выççи те аптрататчĕ.
Темле йывăрлăха та чăтнă, çав, нăйкăшман. Кун пек чухне Таиç вăрçăра хыпарсăр çухалнă тетĕшне аса илетчĕ. Вара çĕнĕ вăй хутшăннă пек туйăнатчĕ ăна. Вăрах шурĕç вăрçă çулĕсем. Шартлама сивĕсенче Эйпеç, Улатăр, Сосновка вăрманĕсенче ĕçленисем ĕмĕрлĕхне асра юлчĕç. Çăмăл пулман ялта арçынсен вырăнĕнче юлнă хĕрсемпе хĕр арăмсене. Мĕнпур йывăрлăх вĕсем çине тиеннĕ. Ăçта йывăр- çавăнта ĕçлерĕ Таиç: тырă вырчĕ, авăн çапрĕ, утă кĕртрĕ, фермăна выльăх апачĕ турттарчĕ. Вăрçă чарăннă хыççăн колхозра вăкăрпа суха турĕ, 3 çул хăмла çитĕнтерекен бригадăра ĕçлерĕ, "Ленинец" колхозăн "Березка" выльăх-чĕрлĕх комплексĕнче вăкăрсем самăртрĕ. Фериде тантăшĕпе 200 пуç пăхатчĕç, талăкра 800-900 грамм ỹт хушса пыратчĕç. Ĕçне кура _ хисеп. Таиç аппан чаплă ĕçĕсем, унăн наградисем çинчен çырса пĕтерес çук. Мускава халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен выставкине те янă ăна. Унтан вăл ВДНХ медалĕпе тата парнепе - çĕвĕ машинипе - таврăннă.
"1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче паттăр ĕçленĕшĕн" медальпе наградăланă, сăнне колхозри хисеп хăми çине кĕртнĕ. "Тава тивĕçлĕ колхозник" ятне панă. Чи пысăк чыс - Ĕç Мухтавĕн орденĕ. Таиç аппа çак мухтавлă наградăна хумханса алла илет.
Мĕн шухăшлать-ши вăл çак самантра? Тен, ĕçре ирттернĕ мухтавлă çулĕсене аса илет. Ĕçре уйрăмах палăракан, ỹркенмен, пур çĕрте те пултаруллисене чыслаççĕ. Халăх хисеплени чун-чĕрене çĕклет.. Пĕр тăвансемшĕн тата мĕнлерех хаклă çын вăл Таиç аппа! Ашшĕ вилнĕ чухне вăл çирĕмре пулнă. Амăшĕпе иккĕшĕ ултă ачана кăлăк чăххи чĕпписене çунат хỹттине пуçтарнă пек пăхса ỹстернĕ. Пỹрчĕ пĕчĕккĕ, çĕрĕк, кивĕ.
Акă мĕнлерех аса илет çав вăхăтсене Таисия Сергеевна:
- Толя шăллăмпа иксĕмĕр Баскак лестничествинчен лашапа вăрман кăларса турттартăмăр, пура пураласа çурт лартрăмăр. Шăллăмсене, йăмăксене вĕрентрĕмĕр. Иккĕшĕ аслă шкул пĕтерчĕç. Пурне те çемьелентертĕмĕр. Таисия Сергеевна колхозсем уйрăлсан (пенсире пулсан та) ялти ĕне ферминче ĕçленĕ. Лена йăмăкĕпе пушмак пăрусем пăхнă, осеменатор та пулнă. Çак вăхăтрах вăрман тасатма çỹренĕ. Йăмăкĕ вăхăтсăр вилсен унăн ывăлне, Олега, Хусанти ветеринари институтĕнчен вĕрентсе кăларнă, мăшăрлантарнă, ачисене пăхса ỹстернĕ. Олегпа мăшăрĕ Валя, вĕсен ачисем, Ленăпа Сергей, Таиç аппăшне питĕ юратаççĕ, хисеплеççĕ.
Таисия Сергеевна, çулĕсем шултраланнă пулин те, килте ахаль лармасть. Пỹрт-çурта тирпейлет, чăлха-нуски çыхать, чăххи-чĕппине пăхать. Район хаçачĕпе те туслă, кашни номернех тунсăхласа кĕтет.
В. МАЛЬЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)