22 мая 2013 г.
Валентина Васильевна Лисицына (Сироткина) Красномайск ялĕнче çуралса ỹснĕ. Василий Егоровичпа Роза Тимофеевна Сироткинсен çемйинче виçĕ хĕрпе тăватă ывăл пулнă. Валя - вăтамми. Вăл тăван ялĕнчи, Алманчă шкулĕсенче вĕреннĕ, каярахпа И.Н. Ульянов ячĕллĕ патшалăх университетне пĕтернĕ. Мăшăрĕпе икĕ ача ỹстерсе çитĕнтернĕ. Марина - Калинин районĕн администрацийĕнче вăй хурать, качча тухнă, Элеонора ятлă хĕр ача ỹсет. Максим кăçал ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухать, пулас инженер.
Валентина Васильевна хальлĕхе виçесĕр нумай кĕнеке кăларман-ха. Анчах унăн "Чĕрем чул мар" тата республикăри хаçат-журналта пичетленекен сăввисене чылайăшĕ ас туса юлнă. Унăн хайлавĕсем юлашки вăхăтра коллективлă сборниксенче те курăна пуçларĕç. Кăçал "Атте-анне пилĕпе" ятлă кĕнеки пичетленсе тухмалла.
Валентина Васильевна сăмах вăйне чухлакан автор: вăл пули-пулми хывăх вĕçтермест, анлă шухăшах кĕскен те витĕмлĕн калама тăрăшать. Поэтăн тематики анлă. Тĕп вырăнта - ашшĕ-амăшĕ, ял-йыш, туслăх, юрату, тăван тавралăх, чăваш халăхĕ, тăван чĕлхе...
.В. Лисицына Шупашкарти 20-мĕш шкулти чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ, чăваш наци конгресĕн членĕ, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ хисеплĕ ĕçченĕ. Вĕрентекен "Чăваш тумĕ", "Чăваш пики", "Акатуй" уявсемпе конкурссем йĕркелес ĕçе хастар хутшăнать, наци радиовĕпе час-часах тухса калаçать.
Автор вулакансемпе ăшшăн калаçать, çепĕç сăмахсемпе чуна хускатать. "Авангард" хаçатра пĕрремĕш хут пичетленет.
Н. ЛАРИОНОВ.
Атте-анне пилĕ
Атте-анне пилне мĕн çиттĕр,
Пил памасăр пиле кам илтĕр.
Илемлĕ, уçă сывлăш - ăшă пил,
Сиплĕ пĕтĕм çыншăн варкăш çил.
Пил илесчĕ атте-аннерен,
Туссенчен, пускилтен, ял-йышран...
Пил илеслĕх кашнин тĕрлĕрен,
Вăл тухать-çке сăваплăн ăшран.
Кĕмĕл мар, ылтăн мар - пил сăмахĕ,
Нимĕнпе виçĕнмест унăн хакĕ.
Пулăшать ĕмĕртен кăк-йăха,
"Пилсĕр" теççĕ усал халăха.
Пил сăмахĕн пĕлтерĕшĕ пысăк,
Унăн ячĕ, илемĕ пур, чысĕ.
Час-часах каламаççĕ ăна,
Пил сăмахĕ - чи хаклă хăна.
х х х
Атте-анне килĕнче
Кивĕ сак та çĕнĕ пек,
Тĕксĕм пỹлĕм хăтлă пек,
Çăкăрĕ те тутлă пек.
Атте-анне килĕнче
Уйăх çути пур-тăр çав.
Такăнмастăн картара,
Ывăнмастăн пахчара.
Чĕре çăвĕ ирĕлет,
Пĕтĕм кĕтес илĕртет.
Аннем - хĕвел пайăрки,
Аттем - уйăх йăлтăркки.
Çавăнпа атте-анне,
Шав пăхатăп кил енне.
х х х
Вĕлтĕр-вĕлтĕр çулçăсем ỹкеççĕ,
Ман тавра кусаççĕ те вĕçеççĕ.
Ỹкĕр, ỹкĕр, çулçă-кайăксем,
Тунсăхлаççĕ сирĕншĕн çынсем.
Шăп. Утаççĕ ачасем шкула,
Тытнă çĕклемĕпех кăвар чечек.
Капăрланнă çавăнпа хула,
Шутсăр лайăх, кăмăлăм чечен.
Вĕçĕмсĕр пăхатăп шкул енне,
Кĕнĕ май ачалăх тĕнчине.
Манăн ĕçĕм, пурнăçăм - унта,
Калаçатăп чăвашла шкулта.
Чăваш тĕнчи Чĕлхем, санпа тытатăп-ши тĕнче?
Калас тени тем чуль чун тĕпĕнче.
Эс кĕртрĕн-çке чăвашлăха мана,
Хускатрăн, ай, илемỹпе юна.
Пур çĕвĕ-çакă кĕчĕ ăшăма,
Сурпанĕ, тĕрĕ, кĕвĕ, ташă-юрă...
Çемçетрĕ кăмăла ачаш сăмах,
Эс мĕншĕн яштака, шап-шурă хурăн?
Йăлт чăвашла сăнарлă пирĕнте.
Пур йывăç-курăк, уйăх, сывлăш, лантăш...
Аршамăр хамăрла вылять хирте,
Ытарлăн ачашлать пĕве çил-варкăш.
Тăван çĕр-шыв, ĕлккен чăваш тĕнчи,
Çĕр чăмăрĕн пĕр пĕчĕкçĕ ĕнчи.
Упраччĕ эсĕ ĕмĕр йăх кăкне,
Чи çепĕç те янравлă чĕлхене!
х х х
Юррăма юрлам-и пĕр çавра,
Кăмăл çаврăннă чухне, ара.
Шăнкăрч сассинче те кĕвĕ пур,
Унăшăн лайăх шăнкăртиллĕ çур.
Ай, ăш пиллĕччĕ, аннеçĕм, ман,
Ай, хевтеллĕччĕ, аттеçĕм, ман,
Пулайĕ-ши манра хĕвел ăшши?
Çынсемшĕн юрлама чĕрем ăшши.
Юрлас килет чунтан тăван çинчен,
Ял-йышпала хастар çынсем çинчен.
Юрлам-и юррăма пĕрер çавра,
Савниçĕм, эсĕ манăн чунăмра.
х х х
Хĕрлĕ роза парнелерĕн эс пĕррехинче,
Вутлă çулăм ялкăшатчĕ кантăкăм çинче.
Хĕм парса тăратчĕ роза пĕчĕк пỹлĕмре,
Темшĕн эсĕ, чун савниçĕм, кайрăн та- килмен.
Пĕлтĕм, акă, йĕплĕ пулнă сан парнỹ шăпах,
Манăн та ун евĕр пулчĕ ĕмĕтĕм-шăпам.
Сивĕ çумăр шĕпĕр-шĕпĕр çурĕ кунсерен,
Хăрчĕ эс çухалнă хыççăн кĕп-кĕрен сирен.
Йĕпленетчĕ пек çан-çурăм, чикнĕ ал-ура,
Чăнлăха куратăп эпĕ, тĕшмĕш те пурах.
Хĕрлĕ роза йăпатмашкăн пулнă çеç иккен,
Эх, çакна ĕненнĕ, шаннă эпĕ хĕр-пике.
Шурă хурăн Эп санпа калаçман, шурă йывăç,
Сăвăра, прозăра, шỹтлемен санпалан.
Сан çинчен, Шураппа, çĕр те пин сăвă хывĕç,
Эс чунпа çывăх пулнă çынсемшĕн ялан.
Венчете тăнă, тен, шур кĕпеллĕ, ятуллă,
Хурăнпи ятлă çамрăк чипер сăнлă хĕр?
Пурнăç вăл - пурнăçах, çураçуллă, вăлтуллă,
Хăш чухне улталать хĕрсене çур е кĕр...
Е пачах урăхла çакă хурăн кун-çулĕ,
Шураппаçăм юратнă пĕртен-пĕр çынна.
Асапланнăн тумлать çавăнпа ун кун-çулĕ,
Сиплемешкĕн пĕлместпĕр аманнă чуна.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)