Кзыл-Чишминское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1 Портал района Администрация Батыревского района banner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » НУМАЙ ТА ПĕТЕТ, САХАЛ çИТЕТ, ПĕРЛЕЕХ ТЕ, АЙ, ПУРĂННИНЕ МĕН çИТЕТ;

28 ноября 2012 г.

Юхмапа Пăла тăрăхĕ тесен, республикăра пурăнакансем кашниех куç умне ĕçлĕхлĕ те пуян, паттăр та харсăр, пултаруллă та пуçаруллă хастарсене куç умне кăларса тăратаççĕ. Çулсем иртнипе шуралнă хисеплĕ çынсем килти çÿп-çапа урама кăларса пăрахма хушмаççĕ пулин те, районти 56 ялта чухăнлăхра кун кунлакансем, чунĕпе нишлĕ арçынсемпе хĕрарăмсем, хĕвре сив чул çакса çÿрекенсем те йышлă. Паллах, ыр тĕкĕн çынсем ытларах. Хăйĕн пĕчĕк çĕр-шывĕнче пурăнакан халăхăн историне, йăли-мешехине çитĕнекен ăру валли хăварас шухăшлисем кашни кĕтесрех пур. Вăл шутра çĕр çынран каярах е кăштах ытларах çынлă ялсенче те.

Раççей историйĕн çулталăкĕ район хаçачĕшĕн ытахаль иртсе пымасть темелле. 2012 çулта Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи сахал йăх-несĕллĕ тăрăхсенчи халăхсен пурнăçне сăнлакан статьясене пĕр тĕвве “Мĕнле пурăнатăн, аякри тăван;” рубрикăпа пуçтартăмăр. Çĕнĕлĕх вулаканăмăра та чĕрĕлĕх кĕртрĕ. Уйрăмах шурсухалсем вăртахлă халăхăмăрăн ку таранччен утса тухнă кун-çулне, самана сахăр çитермен тапхăрсене, ял çыннисем ура çине çирĕппĕн тăма пикеннĕ вăхăтсене аса илме пулăшрĕç. Тавах вĕсене. Çакăншăн Турă сывлăх патăрах. Паян пирĕн тĕпелте – “Авангард” хаçатăн çывăх тусĕ, калем ăсти, Кзыл Чишмара пурăнакан Ленар Якупович Исхаков. Педагог-ветеран саккăрмăш теçеткене капашать пулин те хăйсен ялĕн историне сахал мар шĕкĕлчет. Вăл çеç те мар. Сăпка кĕввине итлесе, утьăкка сиксе ÿснĕ тăван ки-лĕпе тавралăхĕ пирки “Тăван ялăм – Чишма” ятпа пысăк хуплашкаллă, пахалăхлă кĕнеке пичетлесе кăларчĕ.

Ялти хисеплĕ ватă вăхăтĕнче пĕр ял тăрăхĕн-поселенин тата коллективлă хуçалăхăн пĕлтерĕшлĕ пайĕ шутланнă Çĕнĕ Чĕпкас пирки хăй мĕн пĕлнине тата илтнине хаваспах каласа пама кăмăл турĕ.

– Пĕрле çисен пилеш те тутлă, теççĕ. Эпĕ ас тăвассах пирĕн ялсем Çĕнĕ Чĕпкассемпе питĕ туслă пурăннă,– лăпкăн çеç сÿтме пуçларĕ вăл калаçу çăмхине. – Историнчен çакă паллă: ял никĕсне хывакансем 19 ĕмĕр пуçламăшĕнчех Тутар республикине кĕрекен Каменный брот ятлă ялтан куçса килнĕ. Малтанах вĕсене вырăнти халăх мещенсем тесе те шутланă. Суйласа илнĕ çĕрте вĕсем пĕр чăмăра пуçтарăнса ларман, унта та кунта çут çанталăк пулăмĕнчен хÿтлĕхсем туса хÿшĕсем, (май пуррисем – çуртсем) туса пĕтернĕ. Паллă ĕнтĕ, кун пек чухне вăрă-хурахран та, усал-тĕселрен те сыхланма йывăр. Çавăнпа та Гайнулла бабай текен тутар вĕсене юнашар пĕрлешсе тĕпленме сĕннĕ. Ун пек чухне вăй та пур çке. Халăх та ырланă çакна. Ял ячĕ те çийĕнчех тупăннă тата – Çĕнĕ Чĕпкас. Каярахпа ун çу-мĕнчех 24,1 гектар йышăнакан кÿлле те çавăн ятлах панă. Сăмах май каласан, вăл паян ял тăрăхĕнче ятарласа сыхлакан çут çанталăк палăкĕ шутланать.

Паян Чĕпкасра пурăнакан çынсене алăри пÿрнепех шутласа тухма пулать. Вăхăтĕнче вара кунта килсеренех тăватă-пилĕк е унтан та ытларах çын пурăнатчĕ, каçсерен ял клубĕ те шавлăччĕ. Ачасем пуçламăш классене вырăнти шкулах çÿренĕ. Юнашарах ял библиотеки ĕçлетчĕ. Урăхла каласан, чи кирлĕ социаллă пурнăçпа культура объекчĕсем пурте пулнă. Паян та патшалăх пĕчĕк ялсене айккинче хăварасшăн мар. Çавах вĕсем ватăлса пыраççĕ... Питĕ шел, паллах. Çак шухăша никам та хирĕçлеймĕ. Вăхăтĕнче вара çак пĕчĕк ял Кзыл Чишмаран та ытларах кĕрлетчĕ-тĕр. Кунти асамлă кÿлĕ çумĕнчех пысăк чăх ферми тухăçлă ĕçлетчĕ. Ун пекки районта та сахал пулнă-тăр. 1962 çулта Миркалям Сабируллин хастар зоотехник ертсе пынипе çак отрасле питĕ ăнăçлă аталантарса янă. Кашни чăхран çулталăкне 270- шер çăмарта илнĕ. Ăна вара услам тума Чăнлăна ăсатса тăнă. Патшалăха тонни-тоннипе какай сутнă. Ун чухне хуçалăх “Маяк” ятпа çÿренĕ. Паян çак ялти аслă ăру çыннисем пăру ферми районта малта пынине те, хаклă тирлĕ тилĕсем усранине те аса илсе калама пултарĕç. Малашнехи шăпи вара икккĕллĕ... Çапах та паянхи вăй питтисен çакна асра тытмала: маларахри коллективлă ушкăнăн никĕсĕ питĕ çирĕп пулни ÿлĕмрен те хуçалăха шанчăклă аталанма май панă. 1931 çултан пуçласа колхозсем тунине ырласа кар тăнă “Красная заря” ун чухнех Юхмапа Пăла тăрăхĕнче чи-чи кăтартуллисен шу-тĕнче тăнă. Çĕнĕ çĕрти тыл хастарĕсем Аслă вăрçă вăхăтĕнче те пысăк пуçарулăх кăтартнă. Çакна кайран ялта аслисем каласа панинчен те ас тăватăп. Халăх сурса пĕр кÿлĕ туман пулсан, çĕр-шывшăн чи йывăр вăхăтра – вăрçă пынă тапхăрта – колхозниксем хăйсен ирĕкĕпе çĕр-шывăмăра йывăрлăхран тухма аллине тăсса параймĕччĕç тесе шутлатăп. Ун чухнех вĕсем района çеç мар, республикăна та тĕлĕнтернĕ. Çĕр-шыв хÿтĕлевĕн фондне пĕр кĕштĕк пек лаптăкра вырнаçнă халăх ячĕпе 150 пин тенкĕ укçапа 480 пăт тырă ăсатаканни нумай пулнă-ши; Çавăнпа та эпир паян Чĕпкас ялĕнче пурăнакансемпе мăнаçланатпăр. Вĕсем ун чухнех “Нумай та пĕтет, сахал çитет” тенине асра тытса пурăннă-тăр.

Хальхи вăхăтра районти нумай сăмах вакламан Чĕпкас пирки çакна та калас килет: паянхи çамрăксемшĕн самолет тени тĕлĕнтермĕш мар. Пирĕншĕн вара вăл çĕнĕ планета уçниех пулнă-тăр. Çĕнĕ Чĕпкас кÿлли хĕррине яраплан анса ларнине курма çара уран та чупнă-тăр... Мĕнле савăнман-ши! Колхоз вăл вăхăтра хĕрсе ака, суха тунă ĕнтĕ. Хăватлă техникăпа хамăр тăрăха удобрени сапатчĕç. Кам кăна ĕмĕтленмен-ши çав “çил çунат” çине çакланма; Çак шухăшпах-тăр, ялтан аслă уçлăха çĕкленсе курас ĕмĕтлисем те тупăнчĕç. Вăхăтĕнче Файзуллин (ятне ас тумастăп) сывлăш карапçи пирки пирĕн тăрăхра питĕ вăрах хушши калаçрĕç. Çак ялтан тухнă тепĕр паллă çын вăл – Абдул Хисамов полковник. Вĕсем – ял мухтавĕ, ячĕ-сумĕ.

Паян эпĕ тăван Кзыл Чишма ялĕн “турачĕсене” ламран-лама йĕрлетĕп. Ку таранччен мана кун çути панă атте-аннемĕрĕн тăван çĕр-шывĕнчи йăх-несĕлсен 12 (!) сыпăкне çитсе паллашма пултартăм! Эпĕ тĕпчесе пĕлнĕ Акберды абыйăн 1610 çулта пирĕн ялта тăватă ывăл тымар янă - мĕн. Çĕр пайне тивĕçнĕ çемье пуçлăхĕсем хăйсен хастарлăхĕпе йăха малалла тăснă та тăснă... Вĕсем çинчен ÿкернĕ малтанхи эскиз паян хамăр ларса тăракан диван çине те шăнăçаймасть. Çакнашкал “чир” хамăр ялти географи наукисен кандидатне Закит Азизова та çакланнă. Пирĕн кăмăл-шухăшăмăр йĕкĕреш. Вăл та, эпĕ те чун туртнă туйăмпа – географсем. Çавăнпа та элчелĕм çитиччен шырав, тĕпчев ĕçне тăсасшăн.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429355 Чувашская Республика Батыревский район д.Кзыл- Чишма, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83532) 67896
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика