Кзыл-Чишминское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1 Портал района Администрация Батыревского района banner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЯЛ ИЛЕМЛĕ ПУЛТĂР, çАМРĂКСЕМ ТĕПЛЕНЧЧĕР

28 сентября 2011 г.

Кзыл Чишма ял поселенийĕнче виçĕ ял вырнаçнă: Кзыл Чишма, Красномайск, Чĕпкас. «Ленинец» пысăк хуçалăх чухнех кунта чăвашсемпе тутарсем пĕрле килĕштерсе ĕçленĕ, пĕрле савăннă. Йăлана кĕнĕ йĕрке паян та çаплах. Хуçалăхĕ самана йывăрлăхне чăтаймасăр саланчĕ пулин те, ял халăхĕ пурнăçа сыпăнтармалли меслетсене хăй шырать: кил хуçалăхĕнче йышлă выльăх-чĕрлĕх усрать, пахча-çимĕç çитĕнтерет, ытлашшине сутать. Ют облаçсене, ĕççи вăхăтĕнче ют хуçалăхсене кайса укçа тăвакан те нумай. Паянхи куна Кзыл Чишма ял поселенийĕнче 250 хуçалăх. Вĕсенче 586 мăйракаллă шултра выльăх, 260 ĕне, 354 сысна, 226 сурăх усраççĕ. Юлашки çулсенче çак тăрăхра качака усракансем йышланнă, çав вăхăтрах лаша тытакан хуçалăхсем чакнă. Кунсăр пуçне ял поселенийĕнче 22 фермер хуçалăхĕ. Уйрăм çĕр хуçисем ытларах тĕрлĕрен ял хуçалăх культурине акса-лартса çитĕнтереççĕ, йышлă выльăх усраса услам тăваççĕ.

Ял поселенийĕ халăх пурăнакан вырăн хăтлă, илемлĕ пултăр тесе тăрăшать. Çавăнпа та вĕсем тирпей-илем ыйтăвне тĕп вырăна хураççĕ. Ку тĕлĕшпе вырăнти халăх та çĕнĕ йĕркене хăнăхса пырать. Кашни шăматкун ятарласа палăртнă вăхăтра çынсем хăйсен умĕсенчен, кил-хуçалăхĕнчен пуçтарнă çÿп-çап миххисене трактор е машина çине тиесе яраççĕ. Çакă вĕсемшĕн ирхине сĕт панă чухнехи пекех йăлана кĕнĕ. Çăмăллăхшăн килсеренех çулталăкне 250 тенкĕ тÿлеççĕ. Халăх çакăн пек йĕркешĕн кăмăллă. Халĕ урамсем тирпейленсе, хитреленсе пыраççĕ, унчченхи евĕр унта та кунта пăрахса хăварнă çÿп-çап куписем те выртмаççĕ. Ял поселенийĕн пуçлăхĕ Р.Минаев каланă тăрăх маларах вара çакнашкал 11 вырăна тасатса тирпейлеме тивнĕ.

Урамсене, тăкăрлăксене тирпейлĕ тытас ĕçре ял старостисемпе поселени депутачĕсем пысăк вăй пулса тăраççĕ. “Халăх тарçисенчен” уйрăмах Р.Салимгереев, Ю.Чубаков, Н.Габидуллов, Л.Леонтьев депутатсен пысăк хастарлăхне, пуçарулăхне палăртса хăвармалла.

Кзыл Чишма ял поселенине кĕрекен ялсенчен пĕри–Чĕпкас. Кунта паянхи кун сакăр хуçалăх, 22 çын пурăнать. Пурнăçа тытса тăракансем пурте пенсионерсем. Ял хитре вырăнта, кÿлĕ хĕрринче вырнаçнă пулин те, унăн малашлăхĕ вара тĕтреллĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429355 Чувашская Республика Батыревский район д.Кзыл- Чишма, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83532) 67896
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика