02 октября 2010 г.
Кзыл Чишмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта ăста учительсем сахал мар. Вĕсем ĕçлĕхлĕ, нумай пĕлме тăрăшаççĕ, умри тĕллевсене пурнăçламашкăн пултараççĕ. Пуринчен ытла хăйсен профессине юратаççĕ, тивĕçĕсем патне пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ăста кадрсенчен пĕри – З. Салахутдинова.
Вăл пуçламăш классене вĕрентет. Зехре Кадировнан педагогикăри стажĕ 26 çул. З. Салахутдинова чĕрĕк ĕмĕр ытла творчествăри шыравра, вĕрентÿ процесне анлăлатассипе тимлет. Районти педагогика конференцийĕсенче, семинарсенче тăтăшах тухса калаçать. Пуçламăш классен учителĕсем валли уçă уроксем сахал мар ирттерет. Мĕнле интереслĕ вĕсенче! Пурне те шута илнĕ. Çĕнĕ темăна ăнлантарасси те, килти ĕçе тĕрĕслесси те вăхăтпа килĕшÿллĕн пулса пырать. Педагог вĕренекенсене çирĕп пĕлÿ пама тăрăшать, класпа ĕçленĕ чухне пĕр ачана та куçран вĕçертмест, хаклă вăхăта сая ямасть.
Уроксене тĕплĕн хатĕрленсе, вĕсене пурне те явăçтарса, интереслĕ ирттерессипе уйрăлса тăрать ыттисенчен З. Салахутдинова. Вăйĕ мелĕпе те усă курать вăл. Шухăшлама та ирĕк парать. Ачасене ушкăнпа ĕçлеме хăнăхтарать. Маларах илнĕ пĕлÿпе тĕллевлĕ усă курмалли майсем шыраттарать.
Зехре Кадировна класĕнче вĕренÿре уксахлакансем çук. Унăн вĕренекенĕсем яланах ытларах пĕлессишĕн çунаççĕ. Мĕн шкултан тухса кайичченех йĕркеллĕ пулма тăрăшаççĕ.
З. Салахутдинова паянхи шайри утăмпа пынине ĕç кабинечĕ те çирĕплетет. Ăна кирлĕ пек хатĕрлеме ачасен ашшĕ-амăшĕ те пулăшнă.
Кашни вĕренекенпе уйрăм ĕçлеме май тупни аслă классене куçсан питех те пулăшу кÿрет. Ĕç мелĕсем сахал мар унăн. Вĕсене вăрттăнлăхра тытмасть. Лайăххине пĕрле ĕçлекенсене усă курма сĕнет.
2009 çулта Зехре Кадировна “Самый классный, классный” конкурса хутшăнса çĕнтерÿçĕ пулнă. “Эрудит-97” конкурс та ăна ăнăçу кÿнĕ. Вĕрентÿре ĕçлекенсен шахмат ăмăртăвĕнче пĕр хутчен çеç мар мала тухнă вăл. Педагог тĕпчевçĕ ĕçне те кÿлĕннĕ, “Основы исламской культуры” çĕнĕ вĕренÿ пособине шĕкĕлчет. Методика пĕрлешĕвĕсен ĕçне хутшăнать.
Ĕçри çитĕнĕвĕсене хака хураççех З. Салахутдиновăнне. Пултаруллă педагог 2001 çулта районти вĕрентÿ пайĕн, 2009 çулта район администрацийĕн Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. (1648).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)