Кзыл-Чишминское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1 Портал района Администрация Батыревского района banner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПУРНĂÇ СУКМАКĔПЕ

16 июля 2008 г.

Эпир Красномайски магазинне пырса кĕнĕ вăхăтра çын самаяхчĕ унта. Пĕри пулă туянать, тепри – кĕрпе, виççĕмĕшĕ чей, канихвет-пĕремĕк... Сутуçă пуринпе те кăмăллă калаçать, мĕн ыйтнине çийĕнчех тивĕçтерет, вăл е ку тавара сĕнет. Унăн тараватлăхĕ, правурлăхĕ кашни çыннах килĕшет. Роза Николаевна Сироткина пулчĕ ку. Калаçнăçемĕн унăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе тата çывăхрах паллашрăмăр.

Эпир Красномайски магазинне пырса кĕнĕ вăхăтра çын самаяхчĕ унта. Пĕри пулă туянать, тепри – кĕрпе, виççĕмĕшĕ чей, канихвет-пĕремĕк... Сутуçă пуринпе те кăмăллă калаçать, мĕн ыйтнине çийĕнчех тивĕçтерет, вăл е ку тавара сĕнет. Унăн тараватлăхĕ, правурлăхĕ кашни çыннах килĕшет. Роза Николаевна Сироткина пулчĕ ку. Калаçнăçемĕн унăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе тата çывăхрах паллашрăмăр.

Роза Красномайскисемех иккен, ачалăхĕпе çамрăклăхĕ кунта иртнĕ. Ялĕ вăрманпа юнашарах пулнăран унта çырлана, кăмпана чупнă. Вăрман илемĕпе киленнĕ. Çак вырăнсенчен, тăван ялтан хакли, илемли, çывăххи çуккине ун чухнех ăнланнă хĕр. Çавăнпах вăтам шкултан аттестат илсе тухсан тантăшĕсемпе Шупашкара ĕçлеме кайсан та чунĕ ялах туртăннă. Пĕр çулталăк агрегат заводĕнче вăй хунă хыççăн киле таврăннă. Хăй шăпине ял хуçалăхĕпе çыхăнтарас тĕллевпе Вăрнарти совхоз-техникума çул тытнă. Диплом илнĕ хыççăн колхозра ферма заведующийĕ, учетчик пулса ĕçленĕ.

Вунă çул сисĕнмесĕр иртнĕ. 1991 çулхи ял пухăвĕ Роза Николаевнăн пурнăç сукмакне тепĕр май çавăрса янă. Шăпах тавар дефицичĕ пулнă ун чухне. Халăх Роза Николаевнăпа Эдита Валерьяновнăна магазинта сутуçăра ĕçлеме ыйтнă. Хирĕçлеймен, килĕшнĕ.

Унтанпа 17 çул çитнĕ. Сутуçăсен ăсталăхĕ те ÿссех пынă. Килĕштерсе ĕçленĕрен, планĕсем те тулсах пыраççĕ.

– Çуркунне, çулла, кĕркунне тавар аванрах каять. Хĕлле аплах мар, пушă вăхăт нумайран, халăх ытларах пасара каять. Çапах ÿпкелешместпĕр. Тавар çаврăнăш планне яланах 120-125 процент тултарса пыратпăр, – хăйсен ĕçĕпе паллаштараççĕ Р.Сироткина заведующипе Э.Мышова сутуçă.

Çутуçăсем çынсенчен заказсем те йышăнаççĕ. Ывăл авлантармалла-и, хĕр качча памалла-и е ĕçкĕ-çикĕ тумалла – çынсем тÿрех магазина пыраççĕ, мĕн кирлине илсе килсе пама ыйтаççĕ. Çурт-йĕр, хуралтă çавăракансем валли строительство материалĕсем те çителĕклех. Пăта, толь, сăрă ыйтакансем йышлă. Заявкăпа тавар кÿресси йăлана çирĕп кĕнĕ кунта. Тавара сентресем çине çынна курăнмалла вырнаçтарнă. Йĕппе çипрен пуçласа утиял-минтер, кофе, чей сервисĕ таранах пур. Суйла та туян. Куллен кирлĕ таварсен магазинĕ пулнă май ассортимент пушшех те пуян.

Ĕçне кура хисепĕ, чысĕ. Роза Николаевнăн та Чăвашпотребсоюз, райпо правленийĕ панă Хисеп грамотисем, хисеп паллисем чылай. Иртнĕ çулхи район акатуй-сабантуйĕ уншăн уйрăмах асра юлчĕ. Роза Николаевна Сироткинăна кунта “Районти чи лайăх сутуçă” ята пачĕç. Çак вăхăтра вăл питĕ хумханчĕ, пĕрлĕхен пек хĕрелчĕ, тата тăрăшарах ĕçлеме сăмах пачĕ.

Роза Николаевна маттур сутуçă çеç мар, лайăх кил хуçи хĕрарăмĕ те. Мăшăрĕпе, Виталий Анатольевичпа 3 ача çитĕнтернĕ. Ирина Шупашкарти экономика академин правăпа управлени колледжĕнче преподаватель, Сергей кондитер фабрикинче техник-оператор, Лена Шупашкарти ял хуçалăх академийĕнче экономиста вĕренет.

Сироткинсем ĕçлĕхлĕ çынсем. Хушма хуçалăхне аталантарсах пыраççĕ. 1, 5 гектар çĕр çинче севок сухан, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, çĕр улми çитĕнтереççĕ. Кăçалтан çĕр пайĕпе ĕçлеме пуçласшăн. Хуçалăхра виçĕ сăвăнакан ĕне, пĕр пушмак, хур-кăвакал, чăх-чĕп усраççĕ.

“Мĕнле ĕлкĕретĕр, йывăр мар-и;” ыйтăва çине Роза Николаевна çапларах хуравларĕ:

– Ялта мĕнле-ха унсăрăн. Ĕç çынна савăнăç çеç кÿрет. Мăшăрăм маттур манăн, ÿркенмест. Сывлăх пур чухне ĕçлесчĕ-ха.

Çав вăхăтрах мăшăрĕпе иккĕшĕ те район хаçачĕпе туслине те палăртрĕ.

– “Авангардăн” кашни номерне куç пек кĕтетпĕр, – терĕ кăмăллăн.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429355 Чувашская Республика Батыревский район д.Кзыл- Чишма, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83532) 67896
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика