08 августа 2007 г.
Ыхра Çырми ялĕнче пурăнакан Апанаевсемшĕн кăçал паллă çул. Çемье пуçлăхĕ Альберт Сабируллович 60 çулхи юбилейне уявлама хатĕрленет. Çавăнпа сăмахăм ун çинчен пулĕ.
Мĕн чухлĕ çирĕп кăмăл ырă сăн-питĕнче, пиçĕхнĕ кĕлеткинче, çут тĕнче ăш-пиллĕ çивĕч куçĕнче, тутар тăрăшулăхĕ – хурама тымарĕ пек хытса кушăрханă аллинче! Пурте пур унта – ĕçченлĕхĕ те, чăтăмлăхĕ те, тараватлăхĕ те. Ĕнтĕ тĕнчен хура-шурĕ те пайтах тиеннĕ Альберт пиччен хулпуççийĕ çине. Учительсен çемйинче çуралнă вăл. Ашшĕ, вăрçă участникĕ, ачи 6 çулта чухне çĕре кĕнĕ. Амăшĕ, сывлăхĕ те хавшакскер, ăрăва малалла тăсакансемпе пĕччен тăрса юлнă, çапах пурне те ыртĕкелех ура çине тăратма вăй çитернĕ. Ачисене яланах тÿрĕ кăмăллă пулма, ĕçченлĕхе вĕрентнĕ. “Çамрăклах “куршанак” çыпăçсан кайран пурнăçăн такăр мар сукмакĕпе утма çăмăлрах. Мĕн те пулин тума пуçласан та алă хăвăртрах хăнăхать”, – тенĕ вĕсене амăшĕ. Альберт шкултан лайăх паллăсемпе тухнă, ял хуçалăх институтне заочно вĕренме кĕнĕ. Çав вăхăтрах Ыхра Çырми шкулĕнче аслă бухгалтер пулса ĕçленĕ. Çулла комбайн, трактор çине ларнă. Институт хыççăн “Батыревский” совхозра зоотехника вырнаçнă.
Çемье çавăрма шут тытсан хăйсен ялĕнчи хĕре качча илнĕ. Авалхи йăла-йĕркипе туйне туса ирттернĕ. Иккĕшне пĕрле пулмах пÿрнĕ пулĕ çав Минзиянпа Альберта, çирĕп çемье йĕркеленнĕ. Çамрăк мăшăр Апанаевсен тĕп килĕнчен уйрăлса çурт-хуралтă лартнă. Минзиян Халиулловна Ыхра Çырми шкулĕнче ачасене вĕрентнĕ.
Пĕрне-пĕри ăнланса, хисеплесе, шăкăл-шăкăл калаçса кăвакарчăнсем пекех пурăнаççĕ, пĕрчĕн-пĕрчĕн сум çумне сум хушса пурнăçне йĕркелесе пыраççĕ. Нихăçан та мулшăн, чапшăн çунман. Йывăрлăхсем пулсан та пуçа усмаççĕ Апанаевсем. Лайăх арçын çумĕнче хĕрарăм час ватăлмасть теççĕ. Минзиян Халиулловна утмăл турат чечекĕ пек чиперлĕхне аванах упрать. Кăмăлĕ уçă, ырă.
Çывăх çынран лайăххи çук. Унпа юнашар чухне çитмен пурнăç та тан тапса тăрать, пуласлăх та хĕвелĕн çуталать, чылай чухне калас сăмаха та куçран пăхнипех ăнланса илетĕн.
– Уйрăмах арăм çепĕç пулни хаклă, вăл темле йывăрлăхран та хăтарать, çÿл тÿпене çĕклеме пултарать, – тет хĕпĕртесе Альберт Сабируллович.
Юлашки çулсенче тĕрлĕ çĕрте вăй хучĕ Альберт пичче. Инженер-технолог та пулса ĕçлерĕ, чылай вăхăт Ыхра Çырми, Чăваш Ишек ялĕсенчи хуçалăхсене газпа тивĕçтерес енĕпе тимлерĕ. Хăйĕн ĕçне пур çĕрте те юратса, пĕлсе пурнăçларĕ. “Эпир нихăçан та газ пĕтнĕ пушă баллонсемпе нушаланса ларман. Кирек хăçан кайсан та вăл вырăнта, ыйтăва çийĕнчех тивĕçтеретчĕ. Кирлĕ пулсан килех çитерсе парать, вырнаçтарса хăварать”, – аса илеççĕ ватăсем, ял халăхĕ.
Ĕçне кура хисепĕ. Мĕн чухлĕ тав сăмахĕ, Хисеп хучĕсем, хаклă парнесем тивĕçмен-ши ăна. Çаксем пурте Альберт Сабируллович хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа туса пынине çирĕплетеççĕ. Ĕмĕр тăршшĕпе çын хушшинче, халăхпа пĕрле, шÿтлеме юратать.
Çын йывăç-курăк пекех, çитĕнет, ватăлать. Тÿнсе кайиччен вара хăй хыççăн çĕнĕ хунав хăварма тăрăшать.
Куç тулли пăхса савăнмалăх 3 ача çуратса ура çине тăратнă. Ырă анаран ырă кĕлте тенĕрен, ачисем ашшĕ-амăшнех хывнă: çепĕç чĕлхеллĕ, ырă кăмăллă. Уйрăмах ĕçчен пулнипе, ял-йышпа тарават, килĕштерсе пурăннипе палăрса тăраççĕ. Умлăн-хыçлăн вăтам шкултан вĕренсе тухса пĕрин хыççăн тепри аслă пĕлÿ илме Шупашкара çул тытаççĕ, тĕллевĕсене пурнăçласах пыраççĕ. Аслă хĕрĕсем Энжепе Альфрида учительсен династине малалла тăсаççĕ. Ыхра Çырми шкулĕнче ĕçлеççĕ. Альфрида кĕçĕн класс ачисене вĕрентет, Энже амăшĕ пекех математик, çав вăхăтрах шкулта темиçе çул ĕнтĕ организатор пулса ĕçлет. Икĕ хĕрĕ те телейĕсене ялтах тупнă, çемйисемпе килĕштерсе пурăнаççĕ, икшер ача çитĕнтереççĕ. Кĕçĕн ывăлĕ нумаях пулмасть алла юрист дипломне илчĕ. Айрат паянхи кун Çĕмĕрлери прокуратурăра аслă следователь пулса ĕçлет.
Уявсенче пурте пĕрле пуçтарăнса тулли кĕрекене лараççĕ. Куç тулли савăнăç. Çакă мар-и-ха вăл телей; Ку хутĕнче те така пуснă, шÿрпе пăсланать, хăна-вĕрле сăйланать. Сăлтавĕ те пур. Юбиляра вăрăм кун-çул, çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунаççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)