16 мая 2007 г.
Вăл çĕр çине чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ пулсах килнĕ тейĕн. Тăван чĕлхене, тавралăха, çуралнă çĕр-шыва, ял-йыша, ачасене юратни пирки сехечĕ-сехечĕпе калаçма хатĕр. "Мана тăван чĕлхе вăй кỹрет, ĕçлес кăмăл-туйăм çăл куç пек тапса тăрать", _ тет Ыхра Çырминчи вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Светлана Пантелеймоновна Кулакова.
Ырă кун пултăр! Иссел мессес! _ тесе саламлаççĕ ăна кашни ир вĕренекенсемпе çак ял çыннисем. _
Салам, ыр ир пултăр, _ йăл кулса хуравлать учительница.
1971 çулта Чăваш Ишекĕнчи учительсен çемйинче çуралнăскер, Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн чăваш чĕлхипе литература уйрăмне пĕтерсен ĕçлеме тăван ялĕнчи шкулах таврăннă. Кашни уроках интереслĕ ирттерме тăрăшнă. Хăй йĕри-тавра сăвă-калав кăмăллакансене пĕрлештернĕ, вĕсенчен çамрăк корреспондентсен кружокне йĕркеленĕ. Хăйсен пĕрремĕш заметкисем район хаçатĕнче пичетленсен ачасем çав тери хĕпĕртенĕ.
2003 çулта Светлана Пантелеймоновна Ыхра Çырми шкулне куçнă. Çамрăк, тăрăшуллă, тирпейлĕ, тараватлă вĕрентекене пурте асăрханă. Кĕске хушăрах вăл ачасемшĕн юратнă учительница, ĕçтешĕсемшĕн хăйĕн предметне лайăх пĕлекен пулса тăнă.
"Ачасен ĕçне йĕркелесе пыма пĕлмелле, интереслентермелле вĕсене. Унсăр пуçне пĕр чĕлхе тупма та тăрăшмалла. Вăйпа ĕçлеттерни, ирĕксĕрлесе вĕрентни вара усă кỹместех. Ĕçре эпĕ халăх педагогики çине таянатăп. Ача хăйне тытма пĕлнинчен пуçласа тăван чĕлхене юратма вĕрентесси таранах кĕрет унта. Тата çакна та палăртса хăварас килет: ача кирек мĕнле предмета та учитель урлă юратма тытăнать. Çавăнпа та вĕрентекенĕн ăслă, пултаруллă, ырă кăмăллă пулмалла", _ тет С.Кулакова.
Светлана Пантелеймоновна ачасене вĕсен пултарулăхне, интересне, сывлăхне шута илсе тĕрлĕ шайлă программăпа вĕрентет. Вĕренĕве индивидуаллă йĕркелессипе ĕçлет. Çак тĕллевпе чи малтан чăваш чĕлхипе литератури кабинетне йĕркелерĕ. Ăна кăтарту пособийĕсемпе, методика литературипе пуянлатрĕ, кашни урок валли ятарлă папка хатĕрлерĕ. Кашни тематикăпа тĕрлĕ шайлă индивидуаллă карточка тăвать, библиотекăпа анлăн усă курать. Çавăнпах ĕнтĕ унăн урокĕсем тарăн шухăшлă, интереслĕ иртеççĕ, вĕренекенсене ĕçлĕ, эстетикăлла воспитани пама пулăшаççĕ. Ачасем çĕнĕ материала урокрах тарăннăн ăнланса юлаççĕ. Уншăн тĕп тата иккĕмĕшле урок çук. Çыру ĕçĕсене яланах вăхăтра ирттерет, вĕрентỹ материалне пурнăçпа çыхăнтарать.
Светлана Пантелеймоновна класс тулашĕнчи ĕçсене те çỹллĕ шайра туса пырать. Воспитани ĕçне ачасен çулне, интересне кура йĕркелет, кашнинпе уйрăм чĕлхе тупать. Вăл пуçарнипех шкулта "Çамрăк корреспондент" кружок йĕркеленĕ, тĕрлĕ темăпа интереслĕ, содержаниллĕ заметкăсем çырма хăнăхтарать. Çакă унăн шухăшĕпе ачан творчествăлла шухăшлавне аталанма пулăшать.
Светлана Пантелеймоновна _ район хаçачĕн активлă обществăлла корреспонденчĕ. 1996 çултанпа çыхăну тытать унпа. Ĕçри çитĕнỹсемшĕн пĕрре мар хаçат редакцийĕн Хисеп грамотине тивĕç пулнă.
Унăн вĕренекенĕсем кашни çулах район шайĕпе иртекен олимпиадăсене хутшăнаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ. Çулленех кам та пулин ЧПУн чăваш филологи факультетне вĕренме кĕрет.
2004 çулта "Çулталăк учителĕ" конкурсра та палăрнăччĕ. Светлана Пантелеймоновна шкул кашни ачашăн савăнăç çурчĕ пулса тăтăр тесе сахал мар тăрăшать. Хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе лăпланса лармасть. Яланах шыравра, яланах çĕннишĕн çунать. Тавра курăмне анлăлатас тĕллевпе нумай вулать, хаçат-журнал чылай çырăнать.
Тĕп ĕçсĕр пуçне Светлана Пантелеймоновна юратнă мăшăр, анне, кин. Туслă çемье ывăлпа хĕр çитĕнтерет. _ Пурнăçри ỹсĕмсем, çут тĕнчемĕр илемне курма, унпа савăнма пĕлни, хамăн вырăна шыраса тупни _ манăн пуянлăхăм. Усăллă çын пулса, юратнă профессипе мăнаçланса, йывăрлăхсене çĕнтерсе ĕçлесе çĕнĕ тĕллевсем патне утасчĕ, вĕрентекен йăхне малалла тăсасчĕ, _ терĕ сăмахне вĕçленĕ май Светлана Пантелеймоновна Кулакова.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)