09 апреля 2007 г.
Ача чухне эпир ĕмĕтпе çунатлă. Вăл пире инçе-инçе илсе каять. Ахаль мар çын кун-çулĕнчи пĕр кăкран ешернĕ икĕ чечек _ ĕмĕтпе юрату _ нихăçан та çеçкине тăкмасть теççĕ. Пачах урăхла, çĕр çинчи пурнăç малалла кайса пырать, кивви вырăнне çĕнни çитĕнет.
Умра Ыхра Çырми шкулĕнчи 11-мĕш класри ачасен "Манăн пурнăç тĕллевĕ" ятпа çырнă ĕçĕсем. Пĕрерĕн-пĕрерĕн тепĕр хут вуласа тухрăм, унтан уйрăммăн тишкерсе хаклама тытăнтăм. Ĕмĕчĕсем пысăк, шухăшĕсем тарăн вĕсен. Юлашки çул шкулта вĕренекенсем 28-ăн. Виçĕ ялтан пуçтарăннă. Пĕринчен-тепри пултаруллă, тавçăруллă, яланах хаваслă туяççĕ хăйсене, кичем вăхăтсене шỹтлесе ирттереççĕ.
"Çакăнта вĕренме пỹрни _ маншăн телей. Пур енĕпе те тивĕçтерет шкул. Çурчĕ тирпейлĕ, ăшă, хăтлă. Вĕренỹпе кану пĕр-пĕринпе çыхăнса пыраççĕ. Çыхăну никĕсĕнче вара _ килĕшỹ, пулăшу, хисеп тата юлташлăх.
Шкултан вĕренсе тухсан кашниех професси илме тăрăшать. Чун туртнă ĕçпе пурнăçа çыхăнтарни телей кайăкне тытниех, _ çырать Паймина Лиза. _ Журналист пуласшăн. _ Хаçатсенче эпĕ çырнă хайлавсем те хутран-ситрен кун çути кураççĕ. Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕме хатĕрленетĕп, пушă вăхăтра яланах кĕнеке вулатăп".
Галкин Андрейпа Михайлов Кольăн шухăш-ĕмĕчĕ те пысăк _ медицина факультетне çул тытасшăн. "Ĕмĕтленнине пурнăçлатпăрах. Тухтăр çынна чиртен сыватать. Пирĕн чун-чĕре пуриншĕн те усăллă ĕç тăвассишĕн çунать", _ пĕлтереççĕ каччăсем. Абужаров О., Шуварова И., Журавлева О. чăваш филологи уйрăмне вĕренме кĕресшĕн.
Çын хăйĕн умне тĕллев лартрĕ пулсан, ун патне чунĕ туртсан _ вăл пурнăçланатех. Ĕç пурнăç шăнăрĕ, теççĕ. Вăл çынна ырăлăхпа телей кỹрет, хисеплĕ тăвать. Хам валли юратнă професси алла илĕп, _ шăрçалать хăйĕн шухăшĕсене Зайцева Т. Михайлов М. та çав шухăшпах çырать, хăй палăртнă тĕллевсем патне çывхармалли çулсем шырать, вăй хурать.
К.Соловьева та, Н.Юманова та, С.Мясников та _ пурте аслă пĕлỹ илесшĕн.
_ Тĕллевĕм чăн-чăн çын пек, çемьеллĕ, йĕркеллĕ, çăкăр-тăварлă пурăнасси, _ тет Салмина Ш. Нимĕн те калаймăн, ĕмĕчĕсем пысăк пурин те. Çын ыранхи кунпа пурăнать-çке. Çамрăксемшĕн утас çул такăр пултăрах.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)