03 марта 2007 г.
Ыхра Çырминче Тазетдиновсен ратнине пĕлмен çын çук та пулĕ. Вĕсенчен пĕри, Рашид Ямалетдинович, тутарла-пушкăртла кĕрешессипе тахçанах чапа тухнă. Улми йывăççинчен аякка ỹкмест тесе ахаль каламаççĕ çав. Унăн хĕрĕ Эльза та пĕчĕккĕллех ашшĕ çулне суйласа илнĕ. Спортăн ку енĕ хĕр ачасемшĕн мар тесе тăман вăл, ар çын ачасемпе ăмăртмалла кĕрешнĕ. Чылайăшне парăнтарнă та. Кĕçех спорт ăмăртăвĕсене хутшăнма пуçланă. Тăрăшни сая кайман, виçĕ çул каялла Эльзăна Шупашкарти олимп резервĕсен училищине вĕренме илнĕ. Çавăнтанпах ăсталăха унта туптать.
Халĕ Эльза - вун саккăрта. Раççей, тĕнче шайлĕ ăмăртусене хутшăнать. Иртнĕ кĕркунне Германинче ăмăртнă. Кĕрешỹçĕ хĕрĕн наградисем те чылай.
Çак кунсенче Эльзăшăн, ашшĕ-амăшĕшĕн, ăна вĕрентнĕ учительсемшĕн тепĕр савăнăç пулчĕ. Ăна спортри тата вĕренỹри çитĕнỹсемшĕн ЧР Президенчĕн стипендине памалла тунă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)