19 февраля 2007 г.
Ыхра Çырминчи вăтам шкулти краеведени музейĕнче историпе çыхăннă паха материал нумай. Ĕлĕкрех çĕр ĕçĕнче, кил-çурт таврашĕнче усă курнă экспонатсем пур. Çи-пуç таранчченех курма пулать кунта. Паллă çынсен кĕтесне те йĕркеленĕ тата ытти те. Урăхла каласан тăван ен культури сехечĕсене ирттерме пулать музейра. Килен-каяна паллаштарма майсем çителĕклĕ. Унта мана унчченрех пулма тÿр килнĕччĕ.
Шкулти педагогика ĕçĕнче Апанаевсен çемье династийĕ сахал мар çул вăй хурать. Ăрури çынсенчен паян уроксене кĕрекенсем те пур. Сăмаха çамрăксем çинчен пуçариччен кăштах историне аса илер эппин.
Вĕрентÿ ĕçне пуçăнаканĕ Абделжаббар пулнă. Вăл Елчĕк районĕнчи пĕр ялта вăй хунă. Унăн ывăлне Ыхра Çырмине мулла пулса ĕçлеме янă. Абделвели çак ял хĕрĕпе пĕрлешнĕ. Çавна май кунтах тĕпленнĕ. Ывăлĕ Нуртдин та мулла пулнă. Мăшăрĕпе виçĕ ача çуратса ÿстернĕ. Вĕсем те ашшĕн çул-йĕрĕпе кайса учитель ĕçне кÿлĕннĕ. Зейнеп Комсомольски районне качча тухнă. Унăн пĕр хĕрĕ педагог профессине илнĕ. Нуртдинăн тепĕр хĕрĕ çак районпах шăпине çыхăнтарнă. Хадичен виçĕ ача. Радик Муллин – учитель, çыравçă. Кадир пирки те çырса хăварма пулать. Унăн шăпи чаплах пулман. Медресере вĕреннĕ хушăра патшана хирĕçле тăнă пухусене хутшăннăшăн ăна ирĕкрен хăтарнă. Апанаев хушаматлăскер пулăшнипе çеç тĕрмерен тухнă. Вăл ăна ывăлĕ тесе хăй хÿттине илнĕ. Çакăнтан вара çемье Апанаев хушамата яланлăхах илнĕ. Хусантан таврăннă Кадир ашшĕ вырăнне вĕрентÿ ĕçне кÿлĕннĕ. Ялта тăватă çуллăх пĕлÿ пухассине йĕркеленĕ. Ачасене тăван чĕлхене, вырăс чĕлхине, арифметикăна, географипе историне вĕрентнĕ. Юрлама тата ÿкерме хăнăхтарнă. Çуллахи каникул вăхăтĕнче Кадир Нуртдинович Пăвари учительсене хатĕрлекен курсра лекцисем вуланă. Çакăнта вăл Татмăшри ачасене вĕрентекен П.Крепковпа паллашнă. Иккĕшĕн шăпи те пĕрешкел пулнă. Комиссарпа унăн юлташĕсем 1918 çулхи çапăçура вилнĕ.
Кадир Нуртдинович ывăлĕ Сабир педагог ĕçне кÿлĕнсе юлнă. Патăрьелĕнчи педучилищĕре вĕреннĕскер, тĕрлĕ шкулсенче вăй хунă, вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă. Ял хĕрĕпе пĕрлешнĕ. 3 ача ÿстернĕ. Альберт ывăлĕ ял-хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă. Мăшăрĕ каллех учитель пулнă. Минзиян Халиулловна ачасене вĕрентнĕ. Халĕ ăру ĕçне вĕсен икĕ хĕрĕ тăсаççĕ. Альфрида кĕçĕн класри çитĕнекен çамрăк ăрупа ĕçлет. Энже – шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ. Ăру педагогика ĕçĕпе çыхăнни хăпартлантарать вĕсене. Йăх-несĕл тымарне тĕпчессине те тĕпе хураççĕ.
“Ыр çын вилет, ыр ят юлать тенĕ”, – пирĕн мăн асаттесем ĕлĕк-авалтан. Тăван халăхĕшĕн ырă ĕç тунисем вилĕмсĕр. Çавăнпа вĕсен ятне, ĕçне ăруран ăрăва куçарса пыраççĕ Апанаевсем.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)