Долгоостровское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурте тăрăшмасăр йĕрке тăваймăн

05 февраля 2007 г.

Ку ял тăрăхĕ икĕ яла – Ыхра Çырмипе Чăваш Ишеке пĕрлештерсе тăрать. Вĕсенче тутарсемпе чăвашсем пурăнаççĕ. Туслăхĕ çирĕп, вăрçă-харçă сисĕнмест. Ытти ялсенчи пекех выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, çĕрпе аппаланаççĕ, çĕнĕ çурт-йĕр çĕклеççĕ. Пĕр сăмахпа, паянхи кунпа тан утма тăрăшаççĕ.

Вырăнти халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатма пулăшас, вĕсен шухăш-кăмăлне тивĕçтерме тăрăшас, тăван тавралăха илемлетес, урамсене тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе ытларах вăй хуракансем вара – халăх тарçисем. Вĕсенчен виççĕшĕ Ыхра Çырми вăтам шкулĕнче вăй хурать: М.Сайдашев – шкул директорĕ, Р.Даутов унăн заместителĕ, И.Камалетдинов физкультурăпа ОБЖ учителĕ. Вĕсен халăхпа ĕçлеме, суйлавçăсен шанăçне тÿрре кăларма пур майсем те пур.

Хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма хаваспах килĕшрĕç. Депутатсем халăх тарçи пулнине асрах тытаççĕ, çынсемпе курнăçсах тăраççĕ. Вĕсен хуйхи-суйхине, нуши-тертне ăнланаççĕ, пулăшма тăрăшаççĕ. Сессисенче вăл е ку ыйтăва татса панă чухне те активлăх кăтартаççĕ. 2007 çулхи бюджета йышăнма та хутшăннă.

Ял тăрăхĕн тепĕр депутачĕ – Р.Санзяпов. Вăл тăрăшнипе Сахалинская, Тукай, Апанаев урамĕсене Яманчÿрел чулĕ сарнă.

Ку ялта шыв ыйтăвне те татса панă. Темиçе çул ĕнтĕ пăрăхсемпе усă кураççĕ. Шывĕ пÿртех кĕрет. Пĕлтĕр пĕр хушă башньăра насус ĕçлеме пăрахнă та çынсем депутатсенчен пулăшу ыйтнă. М.Сайдашев халăхран укçа пуçтарса çийĕнчех çĕнĕ насус туяннă, инкеке сирсе янă. Урамсенчи юпасем çинче каçхине çутă çунмасан та депутатсенченех пулăшу ыйтаççĕ. Тирпей-илем кÿрессишĕн те вĕсемех яваплă. Садсемпе парксен çулталăкĕнче йывăçсем, чечексем нумай лартнă. Ятарласа уйрăм çуртсен умĕнчи чечексен клумбисен выставкине йĕркеленĕ. Ятарлă комисси ялсем тăрăх çÿресе пăхса тухса хак панă. Т.Зайцева, Р.Кулаков, Фиргиспа Айгуль Корнеевсен пахчисенчи чечексене чи лайăххисем тесе йышăннă. Вĕсене Хисеп грамотисемпе тата чечек вăррисемпе чысланă.

Ялти йĕркелĕхшĕн те депутатсемех тăрăшаççĕ. Вĕсене йĕркесĕр çемьесем, судпа айăпланнă çынсем çумне çирĕплетнĕ. Çавна май тăтăшах вĕсем патне килĕсене кайма, курнăçма тивет.

Çав вăхăтрах ял çыннине пăшăрхантаракан ыйтусем те пур-ха. Вĕсенчен пĕри çĕр-шывĕпех анлă сарăлнă пулăм – ĕçсĕрлĕх. Çакă колхозсем панкрута тухнăранпа пушшех те палăрать. Вăй питти ар çынсем ют облаçсене ĕçлеме çÿреççĕ. Чылайăшĕн арăмĕ килте ларать. Çамрăксем те ялта тытăнса тăрасшăнах мар.

Наци проекчĕпе паракан çăмăллăхлă кредит чăнах та ял çыннине ĕçпе тивĕçтерме, пурнăçа лайăхлатма пулăшмалла-ха. Ĕçрен хăраман мал ĕмĕтлĕ çынсем унпа усă курма пуçланă ĕнтĕ.

Çамрăксем ялта тытăнса тăманни ĕç çуккипе çеç çыхăнман, пурăнмалли çурт-йĕр çавăрма йывăррипе те каяççĕ. Çăмăллатнă кредитпа анлăрах усă курма пуçласан тен, ку ыйту та татăлĕ.

Депутатсене пÿртри тасалăхсăр пуçне хăш-пĕр çурт умĕнче строительство материалĕсем, вутă-шанкă выртни те пăшăрхантарать. Пурте тăрăшмасăр ку енĕпе те йĕрке тăваймăн.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429372 Чувашская Республика Батыревский район д.Долгий Остров, ул.Колхозная,д.52
Телефон: 8(83532) 64725
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика