31 января 2007 г.
Приоритетлă наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, харпăр хăй хуçалăхне аталантарма патшалăх çул уçса пачĕ. Халĕ ялта пурăнакан кашни çыннăнах кредит илсе хушма хуçалăха аталантарма май пур. Çав шутра - учительсен те. Çакăнпа Ыхра Çырминчи вăтам шкулта ĕçлекенсем питĕ кăмăллă. -
Вĕрентекен пулса ĕçлеме кăмăллă, - тет шкул директорĕ Мансур Минетуллович Сайдашев. - Санăн кашни сăмахна ачасем шăппăн итлесе лараççĕ. Анчах хальхи пурнăçра пирĕн те, учительсен, темскер çĕннине тутанса пăхас килет-çке. Çавăнпа та наци проекчĕ ĕçлеме тытăнсан питĕ хĕпĕртерĕмĕр. Ял çынни ăна тахçанах кĕтнĕ. Вăл пуласлăх пуррине шантарать. Унпа килĕшỹллĕн, хушма хуçалăха анлăн аталантарма май пур. Çăмăллатнă кредитпа усă курса 200 пин тенкĕ ссуда илтĕм. Унпа лупас тума строительство материалĕсем туянтăм. Килте 5 вăкăр усратăп.
М.Сайдашев пеккисем шкулта татах та пур. Акă Тамара Васильевна Даутова 200 пин тенкĕ илсе 6 ĕне туяннă.
Рахимулла Хайруллович Даутов 300 пин тенкĕпе хуралтăсем çавăрма никĕс валли тимĕр-бетон блоксем, кирпĕч илнĕ.
Светлана Пантелеймоновна Кулакова 100 пинлĕх строительство материалĕ, Каролина Анатольевна Уткина 51 пинлĕх кирпĕч туяннă.
- "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕ учительсемшĕн те çĕнĕ майсем уçрĕ. Эпир çакăнпа питĕ кăмăллă. Проект пулăшнипе пирте выльăх-чĕрлĕхпе, çĕрпе ытларах ĕçлес туйăм вăранчĕ, хавхалану ỹсрĕ, - теççĕ вĕсем.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)