Долгоостровское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлехи канаш – ĕсре

20 января 2007 г.

Ÿссе çитĕнекен ăрăва воспитани парса ÿстерес ĕçре шкул тата ашшĕ-амăшĕ тĕп вырăн йышăнаççĕ. Ку енĕпе Ыхра Çырминче мĕн ĕçлеççĕ-ши; Çак ыйту хуравне тупас тĕлĕшпе ялти вăтам шкула çитрĕмĕр. Кунта 171 ача çÿрет. Ĕçе йĕркелесе пыма шкул канашĕ тунă. Унта 4 ашшĕ-амăшĕ, 4 педагог тата 3 вĕренекен кĕрет. Канаша шкул директорĕн çумĕ Р.Даутов ертсе пырать. Вĕренÿ çулĕ пуçламăшĕнче пĕрлехи лару ирттернĕ. Унта малашлăх ĕç планне палăртнă.

Çакăнпа килĕшÿллĕн ĕçлесе пырать те педагогика коллективĕпе канаш. Çур çула 22 ача “5” паллăсемпе, 52-шĕ “4” тата “5” паллăсемпе вĕçлерĕç. Кашни вĕренекен кружок занятине çÿрет. 18 предметпа йĕркеленĕ вĕсене шкулта. Унсăр пуçне ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине, “Çамрăклăх” ансамбле çÿрекенсем йышлă. Çаксем пурте пĕлĕве тарăнлатма, тавра курăма ÿстерме те пулăшаççĕ. Районта иртекен олимпиадăсенче призлă вырăнсене çĕнсе илни чыслă. Акă, физикăпа Г.Ахметова (11-мĕш класс), чăваш чĕлхипе Е.Фомина (9), Л.Паймина (11), В.Чернов (10), чăваш сăмахĕпе З.Гафетуллина (7), нимĕç чĕлхипе А.Анисимов (10), акăлчанла Л.Ибетова (11) çĕнтерÿçĕсен ретне кĕчĕç. “Наука. Творчество. Аталану” конференцине çулленех хастар хутшăнаççĕ.

Канаш ĕçĕнче ачасен ашшĕ-амăшĕнчен М.Харитонов, А.Зайцева ырă сĕнÿсем параççĕ. Çĕнĕ çул умĕнхи ларура, акă, уява асра юлмалла ирттерес ыйтăва пăхса тухнăччĕ. Чăнах та кăмăллă пулчĕ вăл. Укçа-тенкĕ енĕпе, парнесемпе пулăшакан спонсорсем тупăнни савăнтарчĕ. Акă, Р.Санзяпов Хĕл Мучи, Юр пике валли уяв костюмĕ илсе пачĕ. Ачасене юмахсенчи тĕрлĕ персонажăн тумне парнелерĕ. Район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Р.Санзяпов акт залне капăрлатма, илемлетме пулăшрĕ. Ташăçăсен конкурсне ирттерме хутшăнчĕ. Çĕнтерÿçĕ мăшăрсене пиншер тенкĕ парса хавхалантарчĕ. Шкулти чи лайăх вĕренекене те парнесĕр хăвармарĕ. Ăна Г.Ахметова тивĕçрĕ. Çавăн пекех И.Хамдеев, А.Ямалетдинов, А.Айбетов, И.Сабирзянов пулăшнипе ачасем пылак çимĕçлĕ пулчĕç.

Уява уяв пек йĕркелеме вĕренекенсем хăйсем те хутшăнаççĕ. Вĕсем тÿлевлĕ концерт лартаççĕ. Пухăннă укçана пĕрлехи мероприятинче усă кураççĕ.

Ялсенчен вĕренме çÿрекенсене шкул автобусĕ турттарать. Уроксем хыççăн та киле васкамаççĕ ачасем. Компьютер класĕ ĕçлет. Президент программипе килĕшÿллĕн 12 электронлă шутлав машини вырнаçтарнă. Интернета тухма пулать.

Кăнтăрла ачасене вĕри апат çитереççĕ. Январь уйăхĕнчен ăна кашнийĕнчен çĕршер тенкĕ пухаççĕ. Шкул пахчинче çитĕнтернĕ пахча çимĕçрен тĕрлĕ салат тăваççĕ. Иккĕмĕш блюдăна аш-какайран хатĕрленĕ апатсемпе параççĕ. Сĕтел çинчен çăкăр татăлмасть. Садра çитĕнтернĕ панулмине Çĕнĕ çулччен çисе савăнчĕç.

Пĕрлехи тăрăшулăхпа çитĕнÿ тума пулатех. Çавăнпа педагогсем вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕпе çыхăнура ĕçлеççĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429372 Чувашская Республика Батыревский район д.Долгий Остров, ул.Колхозная,д.52
Телефон: 8(83532) 64725
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика