Долгоостровское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ỹй тăрантарать, кахала-çех пăсать

21 октября 2006 г.

Сухине пĕлсе сухаласа тăрсан,

сар тĕшшине савса çĕре хурсан,

ăс-хакăла хушса пырсан,

пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнсан,

тăван çĕре сума сусан -

 пулăпăр малтисен йышĕнче ялан.

Пирĕн шкул участокĕ çулсерен чи илемлисен, чи кăтартуллисен шутĕнче. Паллах, çитĕнỹ вăл пĕччен е иккĕн ĕçленипе пулмасть, пĕтĕм коллектив, ашшĕ-амăшĕ тимленипе пулать. Эпир И.Я.Яковлевăн чăваш халăхне панă халалне тĕпе хурса ĕçлетпĕр: "Юратса тусан, чи пĕчĕкçĕ ĕçе та чаплăлантарса яма, усă паракан тума пулать, ỹркенсе ытахальтен анчах ĕçлесен, чăн пĕчĕкки те пăрахăçа тухать, хисепрен каять".

Ыхра Çырми шкулĕнчи ĕçпе сăнав участокĕ çур гектар шутланать. Çуррине сад пахчи йышăнать, ытти йăлтах акса-лартса тумалли. Садра çул сиктерсе тĕрлĕ сортлă пан улми 1 тоннăна яхăн çитĕнет. Пĕр çимĕçĕ те сая каймасть, ĕçе кĕрет. Ăста поварсем компот, варени вĕретеççĕ, типĕтеççĕ. Хура хурлăхан, хура пилеш те çулсеренех хăйĕн тухăçне аван парать. 400 килограмм хурлăхан çырли кашни çулах сутăнать. Пахча ĕçĕсем ака уйăхĕнче пуçланаççĕ те мĕн кĕркуннечченех пыраççĕ. Ĕç учителĕсем ертсе пынипе çурхи кунсем çитсенех ачасем ятарлă ещĕксем çине помидор, купăста, хăяр акаççĕ. Шкулта 2 пысăк теплица пур. Каярахпа калчасене унта куçараççĕ. Çĕр ăшăнса çитсен пахчара ĕç вĕресе çеç тăрать. Вĕренекенсем кишĕр, хĕрлĕ кăшман, сухан акаççĕ, теплицăри калчасене кăларса лартаççĕ. Уйрăмах купăста тухăçĕпе савăнтарать, тоннăна яхăн сутăнать, шкул столовăйĕ валли те юлать. Пысăк подвал та пур. Унта мĕн пур пахчаçимĕç аван упранать. Хĕл каçиччен менюна чĕрĕ салатсем кĕртеççĕ. Кăçал тата кĕркунне виктори тĕмисем лартса хăварчĕç. Килес çул çырла хăйĕн тухăçне парасса шанатпăр.

Участока таса та илемлĕ тытаççĕ, ятарлă графикпа çĕвĕпех ачасем практикăна çỹреççĕ, çумлаççĕ, шăвараççĕ, кăпкалатаççĕ. Чечек пахчи вара иртен-çỹрене хăйĕн илемĕпе аякранах тыткăнлать. Шкул илемлĕх тĕнчинче ларнă пекех курăнать. Чечек вăррисене ачасем хăйсемех хатĕрлеççĕ. Çак илеме курса чылайăшĕ килĕсенче те ỹстереççĕ вĕсене. "Садсемпе парксен" çулталăкĕнче конкурс та иртрĕ. "Чи илемлĕ чечек пахчи" ята тивĕçнĕ çĕнтерỹçĕсем парнеллĕ пулчĕç.

Карта хĕррипе çамрăк чăрăшсем ỹсеççĕ. Аслă Çĕнтерĕве 60 çул çитнĕ ятпа асăнса лартнă вĕсене.

Ĕçре, паллах, сăнав участок ертỹçин Т.Даутован тỹпи пысăк. Тăрăшулăхне кура кăçал вăл Чăваш Республика министерствин Хисеп грамотине те илме тивĕç пулчĕ. Халĕ Тамара Васильевна республика шайĕнче иртекен "Чи лайăх шкул участокĕ" конкурса хутшăнма хатĕрленет.

 

Источник: "АвиаПорт.Ру"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429372 Чувашская Республика Батыревский район д.Долгий Остров, ул.Колхозная,д.52
Телефон: 8(83532) 64725
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика