Долгоостровское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх йăли-йĕрки- пурнăç йĕрки

18 октября 2006 г.

 

Чăваш халăхĕн ăс-хакăл пуянлăхĕ иксĕлми. Çепĕç юрри-кĕвви, ăса вĕрентекен сăмахĕсем, ырă сунса каланă халал-пехил, халăхăн чипер йăли-йĕрки - çаксем пурте çын пурнăçне, чун-чĕрине, кăмăл-туйăмне, ĕçне-хĕлне, ĕрет-несĕлне пуянлатакан ăс-пурлăх.

Сĕм авалхисене çирĕп тытса пыни ача-пăчана тĕрĕс-тĕкел ỹстерме, вĕсен ăс-тăнне çивĕчлетме, шухăш-кăмăлне пуянлатма, ĕçе хăнăхтарма, сапăр пулма, ватăсене хисеплеме, çитĕнекен ăрăва пурăнма вĕренмешкĕн пулăшнă. Шкула çỹреме май килмен пулин те пирĕн мăн асаттесем ăс-пуçран нимĕн чухлĕ те катăк пулман, чун хавалĕпе те аптăраман. Вĕсен пурнăçне çирĕп тытса пыраканни- ламран-лама куçакан йăла-йĕрке. Кашни уяв хăйĕн асамлăхĕпе, илĕртỹлĕхĕпе, тарăн шухăшĕпе паха-çке. Вĕсенче ачасемпе çамрăксем хăйсен пултарулăхне аталантарнă, пĕр-пĕринпе хутшăнса туслă пулма, ватта-вĕтте хисеплеме вĕрентсе пынă.

 Чăваш йăли-йĕркине пĕчĕккĕн манса пыратпăр. Çăварни иртсе кайнине те сисместпĕр, мăнкун уявĕ те ĕçпе манăçать. Улах ларасси, вăййа тухасси те аякка тăрса юлчĕç, вĕсене кĕнекесем вуласа е асаннесем каласа панă тăрăх çеç пĕлетпĕр. Юрать-ха ялсенче ниме йăли-йĕрки упранса юлнă. Ушкăнпа ĕçлемелли ĕçрен ниепле те хăтăлаймăн. Йышпа çĕр улми лартатпăр, çумлатпăр, кăларатпăр. Кишĕр, чĕкĕнтĕр, севок-сухан пуçтарса тирпейленĕ çĕрте ĕçлетпĕр.

Акă Чăваш Ишек ялĕнче масар таврашне тирпейлесе карта тытма пуçăнчĕç. Тăвăрланчĕ вăл, анлăлатма шутларĕç. Паллах, çак ĕç тỹлевсĕр, хăйсен ирĕкĕпе, чун ыйтнипе тухаççĕ. А.Викторов, П.Шихранов, А.Иванов, С.Петряков, Ю.Харитонов хастарсене ятранах асăнас килет. Хĕрарăмсем, ачасем айккинче тăрса юлмарĕç. 80 çултан иртнĕ Н.Краснов та çамрăксемпе тан ĕçлеме тăрăшрĕ, пурне те хавхалантарса пычĕ. Шел пулин те хăшĕ-пĕри йăшăл та тумасть, тĕрлĕ сăлтав тупса айккинче тăрса юлма хăтланать. Масар - пирĕн умрисен пурнăçĕ. Çавăнпа та ăна пăхса тăмалла, унта иртĕхме памалла мар, юхăнтарма та юрамасть.

Кашни çын, çамрăк-и вăл е ватă-и, тăван халăха хисеплеме пĕлтĕр, унăн сăваплă йăли-йĕркипе мăнаçланса, çепĕç чĕлхипе уççăн калаçма, çĕр -шывĕпе мухтанма пултартăр, чăн-чăн чăваш чунлă пултăр, ятне ан çĕрттĕр.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429372 Чувашская Республика Батыревский район д.Долгий Остров, ул.Колхозная,д.52
Телефон: 8(83532) 64725
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика