21 октября 2022 г.
Чун туртăмĕ. Вăл кашни çыннăн хăйне евĕрлĕ: хăшĕсен пĕчĕклех палăрма тытăнать, теприсен - ÿсерехпе. Чăваш Ишек ялĕнче кун çути курнă Александр Иванович Сорокин пыл хурчĕсемпе мĕн ачаранах пĕр чĕлхе тупнă. Ашшĕ вăл мĕн астăвассах хуртсемпе аппаланнă. Пĕчĕк Саша унран пĕр шит те юлман, пĕрле çÿресе пурне те ăнкарма тăрăшнă. Ашшĕ те паллах ывăлĕшĕн питĕ хĕпĕртенĕ, хăйĕн хыççăн та çак ĕç пăрахăçа тухмасса шаннă.
Халĕ Александр çак ĕçе малалла тăсать. Кил хуçи пурăннă чухне 7-8 вĕлле пулнă пулсан, паянхи кун Сорокинсен хуçалăхĕнче вĕллесен шучĕ çĕре яхăн. 5 çул каялла ял çумĕнчех вырнаçнă вăрманта çĕр илсе утар тунă вĕсем. Илемлĕ вырăнта, уçланкăра вырнаçнă вăл. Пин-пин хурт сĕрлет кунта. Тавралла техĕмлĕ пыл шăрши тăрать. Пысăках мар вăрман уçланкинче çутçанталăкăн вăрттăн вăйĕ хуçаланнине туятăн. Çакнашкал самантра пурăнас, савăнас туйăм хуçаланать.
Пыл карасĕсене, вĕллисене те Александр Иванович хăех ăсталать. Ăна валли ятарлă хатĕр туянать. Хими хутăшĕсемпе усă курмасть. Таса, техĕмлĕ çимĕç пултăр тесе тимлет вăл. Çавăнпа та пулĕ вĕсен пылĕ чылай çын кăмăлне каять. Уйрăмах çăка чечекĕн пылне хаклаççĕ. Хуртсем хĕрсе ĕçленĕ вăхăтра утарçă хăй те çакăнтах çывăрать. „Сиплĕ сывлăш сывлăха çирĕплетме пулăшать”, -тет вăл. Утарти çуртра ĕçре кирлĕ хатĕрсем упранаççĕ, пыл юхтармалли пÿлĕм те кунтах. Кăçал самаях пылак çимĕç илме пултарнă. Тухăç савăнтарать.
Утар тытас тесен нумай пĕлмелле. Ветеринарсемпе те тачă çыхăнса ĕçлет вĕлле хурчĕ пек ĕçчен арçын. Ятарлă пĕлÿ илес тесе питĕ нумай вулать, интернетри сайтсене кĕрсе паллашать, паллă утарçăсемпе канашлать Александр Иванович. Вĕренни ăна самай аталанма пулăшать. Утара çĕнетмелли мелсем шырать. Акă, сăмахран, пахчара ятарласа пÿлĕм хатĕрленĕ. Унта хурт-хăмăр янă. Вĕсен сĕрленĕ сасси вĕçсĕр илтĕнет. Ку иккен, лăпланмалли пÿлĕм. Утарçă каланă тăрăх, вăл питĕ усăллă. Пыл хурчĕ сăхасран шикленмелле мар. Тăванĕсем пуçтарăнсан пурте ку сиплĕ, асамлă вырăна васкаççĕ. Уссине туйнăран тав тăваççĕ хуçана.
Александр Иванович нихăçан та тунсăх авăрне путмасть. Мĕнпе те пулин аппаланмалли яланах тупать. Алли кирек епле ĕç патне те пырать унăн, пĕрне те тиркемест, уйăрмасть. Хĕрарăмсем ерçеймен чухне апатне те пĕçерме пултарать, савăт-сапине те çуса тасатать. Платник ĕçне те ăста, сварщик та вăлах. Килти тимĕрç лаççи те ашшĕнченех юлнă. Пур ĕç хатĕрĕ те вырăнлă, юрăхлă, тирпейлĕ упранать. Утартан таврăнсанах унта васкать. Тимĕре авса, касса кăларса ним те мар эрешлĕ япаласем ăсталать. Чечек лартмалли хатĕрсем, атă-пушмак çÿлĕкĕ, сĕтел-пукан... Алли чăнах та ылтăн, маçтăрах. Аппăшĕ мĕн чухлĕ сĕнмен- ши ăна çак илемлĕ япаласене туса сутма. Анчах та вăл пурне те парнелĕх ăсталать. Пурнăçа ÿпкелемест, хăйĕн шăпипе кăмăллă вăл. Мухтанасси, каппайланасси ют уншăн. Хуртсем çинчен сехечĕ-сехечĕпех хавхаланса каласа пама хатĕр, анчах та хăйне мухтанине кăмăлламасть. Çав таранччен сăпайлă. Пĕрех сăмаха вăрла-вăрла та пулсан ыйткаласа пĕлтĕм. Чылай çĕннине, кăсăклине каларĕ.
Чун киленĕçĕсĕр пуçне, паллах, унăн тĕп ĕçĕ те пур. Александр Иванович 30 çул пĕр улшăнмасăр Патăрьелĕнчи пушар хуралĕн 24- мĕш чаçĕнче водитель пулса ĕçлет. Икĕ çул Грузи çĕршывĕнче салтак тивĕçне пурнăçланă. Хĕсметрен таврăнсанах вырнаçнă та унта - паянхи кунчченех. Пĕрре те çăмăл ĕç мар пушар хуралĕнче, ăна курманни çеç пĕлмест. Хальхи техникăна лайăх пĕлмелле, яланах юсавлă та хатĕр пулмалла. Ĕçре те, юлташĕсем хушшинче те ырă ята тивĕçнĕ Александр.
Тав хучĕсен шучĕ те çук. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаев аллинчен асăнмалăх сехете тивĕçни чи пысăк чыс тесе шутлать пушар хуралĕн ветеранĕ. 30 çул пушарпа кĕрешсе мĕн кăна курман-ши? Мĕн чухлĕ çынна инкекрен çăлман-ши, мĕн чухлĕ пурлăха упраса хăварман-ши? Вилĕме куçа-куçăн тăни те пулнă. Дежурство вăхăтĕнче умлăн-хыçлăн пушар алхасакан вырăна васкани те, смена икшер, виçшер талăка тăсăлни те пулкаланă. Инкек вырăнĕсене тăтăшах кайма тивнишĕн пĕрре те ÿпкелешмест. Ĕç вырăнне улăштарас шухăш нихăçан та пулман, малашне те çакăнтах вăй хурасшăн, хăйĕн тивĕçне туллин пурнăçласшăн.
Килĕштерсе, лăпкă, çителĕклĕ пурнăçпа, çирĕп хуçалăхпа пурăнаççĕ Сорокинсем. Халиччен харкашнине, пĕр-пĕрне кÿрентернине илтмен. Люба мăшăрĕпе икĕ ывăл çитĕнтернĕ. Асли ашшĕ пекех салтак тивĕçне пурнăçланă, нумаях пулмасть авлантарса кин кĕртрĕç. Димапа Полина çамрăк мăшăр хулара пурăнаççĕ. Павел И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн 2-мĕш курс студенчĕ. Пурнăçа йĕркелесе пыма амăшĕ те пулăшать. Лидя аппа ватах мар- ха, питĕ правурскер, ĕçченскер. Кинĕпе те, ывăлĕпе те, мăнукĕсемпе те питĕ кăмăллă. Пур ĕçе те пĕрле канашласа тăваççĕ. Хăна-вĕрле татăлмасть Сорокинсен тĕп килĕнче. Шăкăл-шăкăл калаçса ларма сăлтавĕ те тупăнать.
Акă паян та çич енчен çич çулпа çитме васкаççĕ Чăваш Ишек ялне чи çывăх тăванĕсем. Сăлтавĕ те пур. Кил хуçи çур ĕмĕр çитнине паллă тăвать. Тулли кĕрекере яланхи пекех сăмавар вĕресе ларать, хуранта така шÿрпи йăсланать, хур-кăвакалĕ, шăрттанĕ тутлă шăршă кăларса сăмсана кăтăклать, сĕтеклĕ кукăлĕ-пÿремечĕ тахçанах кăмакаран тухнă. Юрлама маçтăр Лидя аппа илемлĕ сассипе юрă пуçласа ярать те юратнă кинĕ малалла тăсать, пуçланать вара уяв! Куç тулли савăнăç. Çакă мар-и вăл телей?
„Çынна ялан темĕн çитмест. Чылайăшĕ хăйне телейсĕр пек туять, теприн пурнăçне ăмсанать. Темшĕн-çке телей хуçи хăй пулнине ăнланмасть, ĕç çынна илем кÿнипе пĕрлех ăс-тăна, кăмăла сиплет. Пурнăçра чи кирли - ырă туйăма сыхласа хăварасси, ăна аталантарасси тата ыттисене те çавăн пек пулма вĕрентесси, йывăрлăха лекнĕ çынна пулăшасси”, - татăклăн вĕçлерĕ калаçăва çур ĕмĕре парăнтарнă сăпайлă арçын.
С. Кулакова.
Чăваш Ишек ялĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)