Долгоостровское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ашшĕпе амăшĕ - çỹпçипе хупăлчи, пепкисем - вĕсен пуянлăхĕ

08 июля 2022 г.

Чăваш Ишекре пурăнакан Сорокинсен çемйи пирки никам та пĕр усал сăмах та калаймĕ. Чĕрĕк ĕмĕре яхăн пĕрле пурăнакан Сергей Ивановичпа Алевтина Алексеевна çỹпçипе хупăлчи тейĕн. Килте яланах шăкăл-шăкăл калаçаççĕ, пĕр-пĕрне сасă хăпартса курман, иккĕшĕ те алă ăсти. Çуртри, хуçалăхри хăтлăхпа тирпейлĕх пĕтĕмпех пĕрлехи вăйпа, ылтăн алăсемпе пурнăçланисем. Пилĕк пепки вара вĕсен пархатарлă ĕçне тăсакансем çеç мар, пуянлăхĕ те: Саша, Настя, Милена, Эвелинăпа Эльвира йĕкĕрешсем.

 - Улми йывăççинчен аякка ỹкмест, теççĕ. Сорокинсен шкулта вĕренекен хĕрĕсемпе савăнса пĕтерейместпĕр. Пурте лайăх вĕренеççĕ, общество пурнăçĕнче те хастар, ашшĕ-амăшĕ пекех алă ăсти, çулсеренех конкурссене хутшăнса мала тухаççĕ,- тỹрех çапла хак пачĕ Ыхра Çырминчи вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Светлана Кулакова.

Алевтина Чăваш Ишекне кỹршĕ районтан кин пулса качча килнĕ чухнех ял-йыша тĕлĕнтернĕ. Чăн-чăн чăваш йăли-йĕркипе - арчапа, хăй тĕрленĕ тĕррисемпе, кĕпи-тумтирĕпе, хушпу-теветпе тата ыттипе те килнĕ вăл çĕнĕ çĕре. Ача чухнех алă ĕçне юратнă чиперккен ун чухнех арча тулли тупра пулнă. Халĕ те юратнă ĕçне алран ямасть. Нумай пулмасть çеç вăл Ыхра Çырми ял тăрăхĕн карттине хĕресле тĕрлесе пир татăкĕ çине ỹкернĕ. Питĕ хитре те ытарлă пулса тухнă унăн алă ĕçĕ.

Алевтина Алексеевна ачисемшĕн ырă тĕслĕхлĕ анне. Çавăнпа та хĕрĕсем те пĕрин хыççăн тепри ун пекех алă ăсти, пĕчĕкренпех хăй пекех пултарулăхне тĕрĕ тĕнчипе çыхăнтарнă. Çулсеренех вĕсем республикăра йĕркелекен тĕрĕ ăстисен конкурсне хутшăнса малти вырăна йышăнаççĕ. Кăçал та Эвелинăпа Эльвира тата Милена Сорокинасем алă ăстисен республикăри тупăшăвĕнче "Çемье управçи" номинаципе пĕрремĕш вырăн йышăннă. Чиперккесем тĕрлĕрен калăпăшлă 7 минтер пичĕ (çемьери кашни çын валли) тĕрлесе ăсталанă. Тỹресем те хĕрачасен паха ĕçĕнчен тĕлĕннĕ, пысăка хурса хакланă.

Çавăн пекех вĕсем çулсеренех районта, республикăра Çĕнĕ çул теттисен конкурсне те хастар хутшăнаççĕ, унта та чăваш тĕрри-эрешĕпе усă курсах ытармалла мар япаласем ăсталаса çĕнтерỹçĕсен йышне кĕреççĕ. Урăхла каласан, ашшĕ-амăшĕнчен куçнă ылтăн алăсем паян ачисене те савăнăç, чыс кỹреççĕ.

Сорокинсен çемйи - туслă, сăпайлă, килĕшỹллĕ, ĕçлĕхлĕ, ялта ыттисемшĕн тĕслĕхлĕ. Çемье ырă йăла-йĕркене тытса пырать, тăванлăх туйăмне мала хурать. Ашшĕпе амăшĕ çеç мар, ачисем те хăйсен йăх-несĕлĕсен тымарĕпе, Сорокинсем ăçтан пуçланса кайнипе çине тăрсах кăсăкланаççĕ. Нумай пулмасть çеç С. Кулакова вĕрентекен ертсе пынипе шкулта вĕренекен виçĕ хĕрачи хăйсен хушаматне, ратне тымарне тĕпчесе пысăк ĕç çырнă, çак материалпа каллех республикăри конкурса хутшăнса пĕрремĕш вырăн йышăннă.

- Тăван тăварпа пиçнĕ, теççĕ ваттисем. Хамăрăн асатте-асаннесен йăх тымарне пĕлни тăванлăха, пĕр-пĕрин хушшинчи туслăха çирĕплетме çеç пулăшать. Ачасем мĕн пĕчĕкрен çакăнпа интересленетчĕç. Яланах аслашшĕ-асламăшĕ тата ыттисем пирки кăсăкланатчĕç. Халĕ несĕлсен ыйтăвĕпе конкурса хутшăнса та палăрчĕç,- паллаштарать амăшĕ.

 Чăваш Ишекĕнчи Сорокинсем патне пырса кĕрсен кирек камăн та тỹрех ырă та ăшă туйăм çуралать. Кил хуçи хĕрарăмĕпе çемье пуçлăхĕ яланах çынна ырă тума тăрăшаççĕ. Сергей Ивановичăн алли пуçласа туман ĕç çук та пулĕ. Вăл ăста платник те, каменщик те, слесарь те... Çав вăхăтрах кăтартуллă атте. Алевтина Алексеевнăн ырă кăмăлĕ те иксĕлми. Маларах вăл суту-илỹре ĕçленĕ. Халĕ вунă çул ытла ĕнтĕ ялта почтальонкăра тăрăшать. Ял-йыша районта тухса тăракан "Авангард", республика хаçачĕсене çырăнтарас, вулакан патне "чун апатне" вăхăтра çитерес тесе тимлет. Ỹркенмест пилĕк ача амăшĕ. Килтен тухса çỹреймен пĕччен ватăсене хаçатпа çеç мар, магазинтан кирлĕ япаласем кайса туянса парать, апат-çимĕçпе те тивĕçтерет тата ытти те. Сăваплă ĕçшĕн ваттисем почтальонкăна пуç таяççĕ çеç.

Ялта пурăнакан çемьене ĕç пурри чылай тирпейленме, хăйне кирлĕ пек тытса тăма пулăшать, тивĕçлĕ воспитани парать темелле. Сорокинсем те пĕрлехи вăйпа хуçалăхри чылай ĕçе парăнтарса пыраççĕ: йышлă выльăх усраççĕ, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ, пушă вăхăтра фермер хуçалăхне те ĕçлеме çỹреççĕ тата ытти те. Çав вăхăтрах алă ĕç тума та, туслă кĕрекере калаçса ларма та, тăвансемпе хутшăнма та вăхăт тупаççĕ.

А. НИКОЛАЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429372 Чувашская Республика Батыревский район д.Долгий Остров, ул.Колхозная,д.52
Телефон: 8(83532) 64725
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика