25 марта 2022 г.
ÇАК кунсенчеЧăваш наци телерадиокомпанин пĕр ушкăнĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пулнă. Тележурналистсем кĕçĕн класра вĕренекен ачасем валли уйăхне пĕр хутчен эфира тухакан "Çăлтăрчăк" кăларăм валли Патăрьел районĕнче ырă сюжетсем ỹкернĕ. Сăмах май каласан, ăна ЧПУн журналистика факультетĕнчи 3 курс студентки Юлия Адюкова ертсе пырать.
Хальхинче унăн проекчĕпе килĕшỹллĕн шкулта вĕренекен пулас журналистсем Ыхра Çырминчи вăтам шкулта пулнă, вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе ачасем кайăксем валли ăсталанă сырăшсемпе паллашнă, вĕсен авторĕсене сăмах панă. Шкул çывăхĕнчи йывăçсем çинче çакăнса тăракан кайăксен çурчĕсем питĕ хитре, илĕртỹллĕ, юмахри евĕр асамлă. Вĕсем хушшинче чăваш орнаменчĕпе усă курса хатĕрленĕ "çурт" та пур. Ăна ачасем Чăваш тĕррин кунне халалланă-мĕн. Унсăр пуçне кĕрперен, салмаран, ытти хатĕртен тунă пĕчĕк керменккесем те пире хăйсен юррисемпе хăпартлантаракан кайăксене савăнтарĕç, ачасем хăйсен тусĕсене кăмăлтан апатлантарĕç. Нумай пулмасть çак шкулти ырă ĕç пирки ỹкернĕ видеосюжет эфира та тухрĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)