28 января 2022 г.
РАЙОНТА ял тăрăхĕн администрацийĕн парнисене çĕнсе илессишĕн тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕ ирттересси ырă йăлара. Акă, çак кунсенче çеç Чăваш Ишек ялĕнчи клубра Ыхра Çырми ял тăрăхĕн пуçлăхĕн парнишĕн шашка турнирĕ иртнĕ. Çивĕч тупăшура хĕрарăмсенчен Т. Краснова пĕрремĕш, Л. Абужарова иккĕмĕш, Л. Майкова виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Арçынсем хушшинчи шашка ăмăртăвĕ те хĕрỹ иртнĕ. Турнир çĕнтерỹçи В. Семенов пулнă. В. Алексеевпа П. Курманаев иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Фенил Алиуллов çĕнтерỹçĕсене Хисеп грамотипе тата хаклă парнепе хавхалантарнă, турнира хутшăннă хастарсене малашне те спорт каçалăкĕнче çитĕнỹсем тума ăнăçу суннă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)