01 июня 2021 г.
Час-часах ачасем хушшинче çакнашкал калаçу илтме пулать:
- Начар уроксем иртсе кайрĕç. Малалла çăмăллисем çеç, уроксем пĕтнĕ тесен те юрать.
- Мĕнле уроксем начар сирĕншĕн? Хăшĕсене çăмăллăнах парăнтаратăр? - пĕлесшĕн пултăм пĕринче вĕсем çине тинкернĕ май.
- Изложени, диктант, сочинени çырма юратмастăп. Акăлчан чĕлхи те килĕшмест. Математикăна, вырăс чĕлхине вĕренесех пулать, вĕсемпе экзамен тытмалла. Физкультура урокĕсемшĕн чуна пама хатĕр вара, - хĕрсе кайсах хуравларĕ пĕри.
- Физика, геометри, алгебра предмечĕсене тỹс-ме пултараймастăп. Мĕн чухлĕ формула, задача унта! Пурне те вĕренес пулсан, пуç çаврăнсах каймалла, - калаçăва хутшăнчĕ тепри.
- Мĕншĕн çав сăвăсемпе нушалантараççĕ-ши? Чăвашлипе каласа çеç паран, черетре вырăсли тăрать, акăлчанла та вĕренме парса ярать вĕрентекен. Юрă сăмахĕсене те ыйтаççĕ.- мăкăртатни илтĕнчĕ хыçалти партăра лараканран.
Шухăша малалла тăрăшса вĕренекен тăсрĕ:
- Маншăн пур предмет та çăмăл. Пурне те юратсах вĕренетĕп. Вĕренме кĕнĕ чухне ăçта тỹ-левсĕр, çавăнта кĕресчĕ. Учитель пулăп-и е врач, экономист е юрист - пур предмета та пăхăнтармалла. Кайран хамах çăмăл пулĕ.
Ачасем вăйлах шавларĕç, тавлашрĕç, танлаштарчĕç. Пур предмета та шĕкĕлчесе тухрĕç. Пĕри пур предмета та юратать, иккĕмĕшĕ - химие, виççĕмĕшĕ - чĕлхене, тăваттăмĕшĕ историе ытларах кăмăллать иккен.
Хальхи вăхăтра тĕнчере мĕнле кăна специальность, мĕнле кăна професси çук-ши? Вĕсене каласа та пĕтерейместĕн. Çуллен тата çĕннисем хутшăнса пыраççĕ. Çавах та пурин те пĕр никĕс пур - шкул. Вăл кашни ачанах пурнăçра чи кирлĕ пĕтĕмлетỹсем тума парать.
Паянхи çын тарăн пĕлỹллĕ, çивĕч ăс-тăнлă, пысăк культурăллă пулмалла. Пĕлỹ çуртĕнче вĕрентекен кашни предметах çамрăкăн ăсне, пĕлĕвне, пултарулăхне тĕрлĕ енлĕн аталантарма пулăшать. Çавăнпа та начар предмет çук тесе каласшăн эпĕ.
Паллах, кашни çыннăн хăйĕн ĕмĕчĕ, хăйĕн тĕллевĕ пур. Пурнăçра вăл пысăк çитĕнỹ тăвасшăн, çынсен, халăхăн, тăванĕсен асне ырă ятпа кĕрсе юласшăн. Кам врач, кам строитель, кам инженер е генерал пулма ĕмĕтленет. Кашнинех ачаранпах пĕр-пĕр япала енĕпе пултарулăх палăрать. Хуласенче çакнашкал ачасем валли уйрăм шкулсем, лицейсем, колледжсем ĕçлеççĕ. Пĕринче ют чĕлхене, тепринче музыкăна, виççĕмĕшĕнче техникăна ытларах вĕрентеççĕ. Ялти шкулсенче ун пек майсем сахалтарах. Çавах та тĕрлĕ кружок ĕçлет. Ăçта кăмăл туртать, çавăнта çỹре. Ытти предметсем пирки те ан ман.
Чăн-чăн пултарулăх тепринпе тачă çыхăнса тăрать. Тĕслĕхрен, ăсчаха çĕнĕлĕхсем уçма сăвă та, опера та, юрă та, живопись те пулăшать. Çыравçă та наукăпа техникăна лайăх ăнланнине пула тĕлĕнмелле наукăлла-фантастикăлла хайлавсем çырать. Историе, этнографие, археологие тĕплĕ пĕлнипе историллĕ романсем шăрçалать. Мĕн чухлĕ çыравçă пирĕн медицинăра та палăрнă.
Чăвашсен паллă поэтне К.Ивановах илер. Вăл сăвăç та, драматург та, художник та, учитель те, столяр та, куçаруçă та, декоратор та.... Фотоаппарат, пичет машини хăй аллипе ăсталанă. Пĕри те пурнăçра ытлашши пулман. Мĕнех, литературăпа искусство наукăпа, техникăпа епле çыхăннине аван курма пулать.
Çамрăк туссем! Хăвăр пурнăçăрта çакнашкал творчествăлла çыхăнусем тăвас тесен, шкулта вĕреннĕ чухне нимле предмета та ан тиркĕр. Кашнийĕшĕн хăйĕн тĕшши пур, ăна ăс-тăна илмелле, мĕнле тухăç парасси вара хамăртан килет.
С. КУЛАКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)