06 апреля 2021 г.
2020-2021 вĕренỹ çулĕнче сумлă стипендие Ыхра Çырми вăтам шкулĕнчен 4 ача илсе тăрать: 11 класра вĕренекен Айнур Сабирзянов, Шамиль Вахитов, Яна Майкова тата 9-мĕшĕнче пĕлỹ пухакан Гельназ Алеева. Çак хисепе вĕсем вĕренỹри хастарлăхшăн, спортри çитĕнỹсемшĕн тивĕçнĕ.
Айнур Сабирзянов уроксене яланах тĕплĕн хатĕрленет. Шкулта ăнсăртран япăх паллă илсен тĕнче йăтăнса аннăнах туйăнать уншăн. Çук, ашшĕпе амăшне кăмăлсăрлантарасран пăшăрханмасть вăл. Хăй пĕлмен япала пурришĕн, вăхăтра вуласа, тавçăрса илейменнишĕн кулянать. Тата та тăрăшарах вĕренме пуçăнать. 11 çул "5" паллăсемпе çеç шкул сукмакне такăрлатать каччă. Вăтам шкултан ылтăн медальпе тухма тĕллев лартнă. Каччă предмет олимпиадисене, конкурссене хутшăнса хăйĕн тавракурăмне тĕрĕслет. Шкул, район чысне хỹтĕлеме Шупашкара, Хусана темиçе хут та çитнĕ Айнур. Паянхипе кăна лăпланса ларасшăн мар вăл, ялан çĕнĕлĕх анине уçăмлатать. Тĕрлĕ кĕнеке, энциклопеди вулама юратать. Уйрăмах общество, информатика, физика урокĕсене чăтăмсăррăн кĕтни те юлташĕсемшĕн вăрттăнлăх мар. Тутар литературине юратни предмет олимпиадинче çĕнтерме пулăшнă та Айнура. Вăхăтпа пĕлсе усă курни ĕçпе кану валли те, юлташĕсемпе курнăçма та, тавракурăма пур енлĕн аталантарма та май парать çамрăка. Ытлашши сăмах вакласа çитĕнĕвĕсемпе мухтанасси ют уншăн. "Çамрăк чухне вĕренмелле, умма лартнă тĕллеве пурнăçламалла. Нихăçан та шанчăка çухатмалла, пуçа усмалла мар, малалла çирĕп утăмсемпе утмалла", - тет вăл амăшĕн сăмахĕсене асра тытса.
Шамиль Вахитов та кăçалтан пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма хатĕрленет, çывхарса килекен экзаменсене ăнăçлă тытса юратнă профессие алла илесшĕн вăл. Унăн тĕллевĕсем çутă, курăмлă. Ăçта каяссине картса хунă ĕнтĕ. Пур çĕрте те, чунра та килĕшỹлĕх хуçаланни, ăнланакан, хавхалантарса пыракан ашшĕпе амăшĕ, юлташсем Шамиле тĕллевсене пурнăçлама пулăшаççĕ. Çавăн пекех каччă юрлама та кăмăллать. Илемлĕ сассипе чăваш юррисене янраттарса ярать те пурне те савăнăç, ырă кăмăл парнелет. Спортра çитĕнỹ тунăшăн тивĕçнĕ Шамиль çак стипендие. Кулленех тренировка туни, ăсталăха туптанин усси пурах çав. Район, республика, регион шайĕнчи ăмăртусенче пĕрре мар палăрнă. Пуринчен те çитĕнỹпе таврăнать, çакă вара малалла ăнтăлма хавхалантарать. Унăн пухмачĕнче паянхи кун 50 ытла медаль, 20 кубок, дипломĕсен шутне те маннă.
Яна Майковăран та пур енчен те тĕслĕх илмелле. Пĕрремĕш класранпах "5" паллăпа çеç вĕренет. Уншăн нихăш предмет та йывăррисен шутне кĕмест, пурне те кăмăллать. Мăн кăмăллă мар вăл, сăпайлă. Уроксенче тимлĕн итлесе ларни, илемлĕ литература хайлавĕсене вулани ăна пысăк ỹсĕмсем тума пулăшать. Килте ĕлкĕрейменнине уроксем умĕн шĕкĕлчет. Ăнланман ыйтусене вĕрентекенпе тĕпчет. Пултаруллăскерĕн çитĕнĕвĕ те чылай. Вăл район, республика шайĕнче иртекен тĕрлĕ конкурсра пĕрре мар çĕнтернĕ, чăваш, вырăс чĕлхипе иртнĕ олимпиадăра та палăрнă. Чунĕпе ырă та таса, пĕтĕм таврана юратаканскер, çывăх çыннисене тата юлташĕсене йывăр вăхăтра пулăшма яланах хатĕр.
Юратнă ашшĕпе амăшĕ тĕпренчĕкĕн çитĕнĕвĕсемшĕн чунтан савăнать, вăл ыйтнине яланах тивĕçтерме тăрăшать. Пĕлỹшĕн çунаканскере кирлĕ вĕренỹ хатĕрĕсем туянса пама май тупатех. "Мĕн хушнине тĕплĕн пурнăçламасăр çывăрма выртмасть вăл",- пĕлтерчĕ амăшĕ хĕрĕ пирки хĕпĕртесе. Иккĕленместĕп, Яна пурнăçра хăйĕн вырăнне тупма, чуна çывăх ĕç суйласа илме пултаратех. Хĕр малалла тата та пысăк çитĕнỹсем тăвасса, тапса тăракан иксĕлми хавалĕ пурнăç тăршшĕпех çитессе шанатăп.
9 класра вĕренекен Гельназ Алеева пурнăçĕ туллин иртет, иксĕлми çăлкуç пек тапса тăрать: тăрăшулăхĕ, çирĕп те ырă кăмăлĕ, çутă ĕмĕчĕ савăнăç кăна кỹреççĕ ăна. Пăтăрмахсене çĕнтерме, лайăххине кăна асăрхама пĕлекен хĕр ача мĕн пĕчĕкрен яваплăха хăнăхса пырать.
-Нихăçан та "çук" тесе хирĕçленине илтмен. Пур хушăва та кăмăлтан пурнăçлать, чĕре витĕр кăларать, - çирĕплетет Т. Петрякова класс ертỹçи те. Унăн пултарулăх "кутамкки" кунсерен пысăкланса пырать. Пăхмасăр сăвă калама питĕ кăмăллать. Пĕр-пĕр конкурс иртни çинчен пĕлсен савăнсах каять, кăмăлтанах хутшăнать. Ăслăлăхпа тĕпчев конференцийĕнчен те айккинче тăрса юлмасть, мала тухать. Тутар чĕлхипе, литературипе иккĕмĕш çул регион шайĕнчи олимпиадăра çĕнтерет. Ара, пĕр вырăнта тымар яма юратмасть-çке Гельназ. Ашшĕ-амăшне те çур сăмахран ăнланаканскер кил таврашĕнче пулăшма, тантăшĕсемпе хутшăнма та вăхăт тупать, кĕнеке вулама та юратать. Ахальтен мар ĕнтĕ унăн тантăшĕсем те нумай. Хĕрача тухтăр пулма ĕмĕтленет. Картса хунă çутă ĕмĕчĕ патне çитме пĕчĕкрен пуçламаллине никам каламасăрах ăнланать вăл. Çавăнпа кашни ырă пулăмра пуласлăха курать.
С.КУЛАКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)