13 октября 2020 г.
ЮЛАШКИ çулсенче Ыхра Çырми ял тăрăхне кĕрекен Чăваш Ишек ялĕ палăрмаллах капăрланса, аталанса пырать. Çакă чăн малтанах ял халăхĕн культурине, ăс-хакăлне, тавракурăмне пуянлатма, социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне анлă çул уçма май парать. Яла çĕнетме уйрăм хастарсем пысăк пулăшу кỹни те пĕлтерĕшлĕ. Акă, çак кунсенче çеç хисеплĕ ентеш, Чăваш Республикинчи халăхсен пĕрлĕхĕн ертỹçи Лев Кураков академик тăрăшнипе тата пулăшнипе ял варринчи хитре вырăнта вырăссен паллă поэчĕн Александр Пушкинăн палăк-бюстне (скульпторĕ Николай Кондрашкин) вырнаçтарса лартнă. Мероприятие ял халăхĕпе пĕрлех паллă поэт-писательсем, наука çыннисем, хисеплĕ ентешсем хутшăннă. 187 çул каялла (1833 çулта) чăваш çĕршывĕнче çỹренĕ хисеплĕ поэтăмăра халалланă палăк Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ялта вырăн тупни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Малашне кунта шкул ачисем экскурсие килĕç, туристсем те çул тупĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)