23 июля 2019 г.
Иртнĕ эрнекун, июлĕн 19-мĕшĕнче, Чăваш Ишек ялĕнчи культурăпа патриотлăх центрĕнче "Патриотлăх - Раççей регионĕсенче социаллă пурнăçпа экономикăна аталантармалли тĕп фактор" темăпа мероприяти иртнĕ.
Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов, Чăваш Енти халăхсен Ассамблейин Канашĕн председателĕ, хамăрăн ентеш Лев Кураков академик, Раççей Федерацийĕнчи паллă общество деятелĕ, халăхсем хушшинчи "Живая планета" экологи юхăмĕн правлени председателĕ, РАЕН Академикĕ, биологи наукисен докторĕ Николай Дроздов профессор, Ыхра Çырми ял тăрăх пуçлăхĕ Фениль Алиуллов тата ытти хисеплĕ те чыслă хăнасем хутшăннă. Çак кун Чăваш Ишек ялĕнче пурăнакансемшĕн те чăн-чăн уяв пулнă. Малтанах хăнасем çавра сĕтел тавра пуçтарăнса калаçнă, пĕр-пĕрин опычĕпе, культура аталанăвĕпе паллашнă, республикăри тĕрлĕ районтан килнĕ сцена ăстисем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă.
Асра юлмалли, вăхăт иртнĕ хыççăн та аса илмелли самантсем татах нумай. Çак кун Тутар Республикинчи Теччĕ районĕнчи Кошки-Новотимбаевск тата пирĕн Ыхра Çырми ял тăрăхĕсем туслă çыхăнăва малалла аталантарас пирки алă пуснă. Икĕ енлĕ килĕшỹ халăхăн пурнăçĕпе экономика аталанăвне малашне те ырă енне улăштарма май парĕ, халăхсем хушшинчи туслăха тата ытларах çирĕплетме пулăшĕ.
Мероприятие хапăл тунă хăнасем Чăваш Ишек ялĕпе, илемĕпе паллашнă, Ыхра Çырминчи вăтам шкулта пулнă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăксем умĕнче пуç тайнă, хăнасем асăнмалăх йывăç лартнă тата ытти те. Патăрьел районĕн çĕрĕ çинче йĕркеленĕ тĕрлĕ халăхăн туслă çыхăнăвне тытса тăракан уяв пурин асĕнче те нумайлăха юлĕ.
А. НИКОЛАЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)