19 июля 2019 г.
Районта çул-йĕр тăвассине, юсассине тимлĕх яланах ытларах уйăрма тăрăшаççĕ. Федераци, республика программисене хутшăнса республика шайĕнчи, вырăнти çулсене çĕнетеççĕ. Республика программипе килĕшỹллĕн Шăнкăртамри Шупашкар урамĕнче строительство ĕçсем пыраççĕ. Объектăн смета хакĕ - 30,5 млн тенкĕ. Пĕлтĕр 14,8 млн тенкине усă курнă, 2019 çулта 15,5 млн тенкĕлĕх вăй хумалла.
Ыхра Çырминчи "Çĕрпỹ-Ульяновск-Чăваш Ишек" çулăн 1,2 çухрăмне май-сентябрь уйăхĕсенче çĕнетсе эксплуатацилеме палăртнă. И. Рубцова подрядчик ĕçе вĕçленĕ.Çавăн пекех Ыхра Çырминчи Шкул тата Тукай урамĕсенче пурăнакансем те тикĕс çулпа çеç утса çỹрĕç.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)