12 марта 2019 г.
ЧĂВАШ Ишекĕнчи Дарья Калинникова ĕç ветеранĕ, тыл хастарĕ, салтак арăмĕ пурнăçра хурапа шурне сахал мар черетленĕ пулин те унăн аслă Туррăмăра çĕр çинчи вăрăм ĕмĕршĕн тав тумалăх пур. Нарăсăн 27-мĕшĕнче вăл 105 çул тултарчĕ! Дарья Михайловна Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çеç мар, республикăра та çулĕпе чи асли.
Каçал тăрăхĕнчен Чăваш Ишекне качча килнĕ Дарья Михайловна ĕмĕр тăршшĕпех ял-йышра хисеплĕ пулнă, хуçалăхри кирек мĕнле ĕçре те тỹрĕ чунлăхпа, ĕçченлĕхпе палăрнă. Иккĕмĕш ĕмĕре ваклакан кинемей пирки кỹрши-арши те, тăванĕсем те ырăпа кăна аса илеççĕ: кăмăллă, ăшпиллĕ, тарават, ĕçчен... Çак пархатарлă енсем хĕрарăма пурнăçра хавхалантарса пыраççĕ те.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)