22 февраля 2019 г.
Патăрьелĕнчи "Паттăр" ФСКара кире пуканĕ йăтассипе районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕн, кире спорчĕн федерацийĕн председателĕн, Ыхра Çырминчи хресчен фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕн Решит Санзяповăн парнисене çĕнсе илессишĕн республика турнирĕ иртрĕ. Кăçалхипе вăл саккăрмĕш хутчен пулчĕ. Маларахри çулсенче ăмăртусем район шайĕнче çеç иртнĕ пулсан, иккĕмĕш хут вара ун тулашне тухрĕç.
Турнира хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, "Паттăр" ФСК директорĕ Алексей Краснов, Ыхра Çырми ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Фениль Алиуллов, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Решит Санзяпов, Раççей Федерацийĕн кире спорчĕн регионти уйрăмĕн председателĕ, спорт мастерĕ Юрий Карпов, тĕнче класлă спорт мастерĕ, тĕнче рекордсменĕ, Гиннес рекорчĕсен кĕнекине кĕнĕ пирĕн ентеш Борис Глинкин, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, спорт ветеранĕ Петр Сидоров тата ыттисем те саламларĕç.
Турнира республикăри районсенчи, Саратов облаçĕнчи спортсменсем хутшăнчĕç. Вĕсем тĕрлĕ ỹсĕмри 31 виçе категорийĕпе тупăшрĕç. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем дипломсемпе медальсене тивĕçрĕç.
А. Иванова
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)