27 ноября 2018 г.
"Раççей çамрăклăхĕ" патшалăхăн обществăлла физкультурăпа спорт пĕрлешĕвĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн ăмăртусем иртрĕç. Унта пирĕн республика команди те хутшăнчĕ. 16-18 çулсенчи çамрăксем явăçрĕç. Чăваш Ен чысне Шупашкар, Патăрьел, Елчĕк районĕсен, И. Н. Уль- янов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн, "Трансстройтех" техникумĕн, Шупашкарти электромеханика тата Н. В. Никольский ячĕллĕ професси колледжĕсен представителĕсем хỹтĕлерĕç. Çавсен йышне Ыхра Çырминчи 11 класра вĕренекен Г. Камалетдинова та кĕчĕ. Гелюсе алă вăй виçессипе 60 килограмлă виçерисемпе тупăшса медаль çĕнсе илчĕ.
Команда пĕрремĕш вырăна тухса савăнтарчĕ.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)