23 октября 2018 г.
Ыхра Çырминчи Р. Санзяпов фермер хуçалăхĕнче ỹсен-тăранпа выльăх-чĕрлĕх отраслĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса аталанса пыраççĕ. Ертỹçĕ усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртрĕ, кăçал 180 ĕне-выльăх вырнаçакан ферма хăпартма пуçларĕ. Çавăн пекех кунта туса илнĕ продукцие вырăнтах тирпейлесе сутассине те лайăх йĕркеленĕ. Цехра аш-какайран тушенка, кăлпасса, пельмень, манты, сĕтрен йогурт, чăкăт, кăрт тата ытти те хатĕрлеççĕ. Çимĕçсене районта пурăнакансем те, ют тăрăхра та хапăлласах туянаççĕ. Мускаври ВДНХра "Ылтăн кĕркунне" курава хутшăнакансем те Р. Санзяпов илсе пынă продукцисене ас тивсе пăхнă хыççăн пысăк хак панă. Чăх какайĕнчен тунă ветчина - кĕмĕл, "Кнут" тата "Печеночная" кăлпассасем, йогуртăн икĕ тĕсĕ ылтăн медальсене тивĕçнĕ. Сăмах май, Решит Шейхуллович пĕлтĕрхи "Ылтăн кĕркунне" куравран та пушă алăпа килменччĕ.
О. БЕЛЬДЕКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)