Долгоостровское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕл пулу - 50 çултан

20 июля 2018 г.

Çак кунсенче "Иртеççĕ ырă вăхăтсем, чуна хумхантарать шкул вальсĕ..." юрра Ыхра Çырминчи вăтам шкултан 50 çул каялла пĕр класран вĕренсе тухнисем тепĕр хут аса илнĕ. Çур ĕмĕр иртсен йĕркеленĕ тĕл пулăва унчченхи каччăсемпе хĕрсем сахалăнах пуçтарăнман. Шел пулин те, çиччĕмĕш теçеткене капашакан ватăсенчен чылайăшĕ çут тĕнчерен уйрăлма та ĕлкĕрнĕ. Çапах та инçе çула çывăхлатса пĕрле вĕреннисем Мускавран, Дмитривоградран, Ульяновск, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар тата ытти хуласенчен те тăван тăрăха пуçтарăннă. Паян вĕсем пурте асаттепе асанне, кукамайпа кукаçи. Чылайăшĕн тăнлавĕ те шурнă, алли те кушăхнă... Çапах та ырă тĕл пулушăн кашнийĕ савăннă. Хисеплĕ ватлăх тапхăрне кĕнĕ "каччăсемпе хĕрсем" Треньелĕнчи "Юрату утравĕнче" ырă та хаваслă шкул вăхăчĕсене аса илнĕ, пĕр-пĕрин пурнăç шăпипе паллашнă, юрланă-ташланă, савăннă. Выпускниксемшĕн тĕл пулу чылайлăха асра юлĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429372 Чувашская Республика Батыревский район д.Долгий Остров, ул.Колхозная,д.52
Телефон: 8(83532) 64725
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика