17 июля 2018 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов Чăваш Ишек ялĕнче пулчĕ. Унта социаллă пĕлтерĕшлĕ объект _ республикăри культурăллă патриотла центр тума пуçăннă.
Тĕпре тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк пулать. Центр 1 гектар ытла лаптăк йышăнмалла. Малашлăхра унта тротуарсем сарма, мрамор плитисем çыпăçтарма, пĕвене тирпейлеме, флагшток лартма, сцена тума, куракансене лармалли вырăнсем вырнаçтарма, ача-пăча тата спорт площадкисем йĕркелеме палăртнă. Пĕчĕк çуртсем те пулĕç. Вĕсенче чăн-чăн вырăс кăмаки купалĕç. Унта çамрăк мăшăрсем пĕрле хуçалăха тытса пымалли йĕркесене кăтартма пултараççĕ. Хамăр халăхăн йăли-йĕркипе культурине тытса пыма пĕлни те паха пулĕ. Тĕшши çакăнта унăн.
Проекта йĕркелекенĕ тата пуçарса яраканĕ пирĕн ентеш, Чăваш Ишек ялĕнче çуралса ỹснĕ, "Чăваш Республика территорийĕнче пурăнакан халăхсен ассамблейин" регионти обществăлла организаци канашĕн председателĕ Л. Кураков академик. Объекта район администрацийĕ, ял тăрăхĕ, Р. Санзяпов хресчен фермер хуçалăхĕ, кунта пурăнакансем пулăшнипе волонтерсем тăваççĕ. Ырă ĕç тăвакансен çулталăкĕнче çакă питех те вырăнлă.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ ура çинче çирĕп тăракан хастарсем сахал мар. Вĕсем те Лев Пантелеймоновичăн сăваплă ĕçне тĕпе хурса хăйсен ялĕсене аталантарма хутшăнасса шанатпăр. Тăван кĕтесе пулăшни ырăпах таврăнĕ.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)