13 июля 2018 г.
Çĕрпе ĕçлетĕн пулсан продукци çитĕнтерме технологие пĕлмелле. Техникăна çĕнетсе пыма тăрăшмалла. Вăл сахал тăкакпах ытларах ĕç тума пултартăр. Шăпах çак ыйтупа иртрĕ те ĕнтĕ Ыхра Çырми ял тăрăхĕнче йĕркеленĕ семинар. Унта ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕсен ертỹçисем, ял тăрăх пуçлăхĕсем, АПК ветеранĕсем хутшăнчĕç. Çавăн пекех Шăмăршă, Елчĕк, Канаш районĕсен представителĕсем те техникăпа паллашрĕç.
Çĕнĕлĕхе вара "Тимер" пĕрлешỹ кăтартрĕ. Мероприятие уçнă май район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов иртнĕ çул районти хуçалăхсем 72 млн. тенкĕлĕх çĕнĕ техника туяннине, вĕсемпе мĕн чухлĕ тыр-пул çитĕнтернине каласа кăтартрĕ. Пуçласа ирттерекен канашлу пĕлтерĕшне ăша хывса кашнийĕ мал ĕмĕт çуратасса шаннине палăртрĕ.
"Тимер" пĕрлешỹ ("тимĕр" пĕл-терĕшлĕ, шанчăклă) рынок системине кĕнĕренпе 10 çул çитет. Çак хушăра сахал мар техника туса кăларнă. Пирĕн районти хуçалăхсем çĕрпе туллин усă курнине кура ĕçчен халăха "хурçă учĕсене" кăтартрĕç. МF 6713 (132 лаша вăйлă), МF 7615 (150 лаша вăйлă), МF 7622 (220 лаша вăйлă) тракторсем чăннипех те хăват- лă Кабинисем пысăк. Кондиционерсемпе. Алăкĕсем тачă хупăнаççĕ. Гербицид сапнă чухне механизатор патне шăршă-маршă кĕмест. Çунтармалли-сĕрмелли материалсене сахал пĕтереççĕ.
Компани учредителĕ Р. Кантемиров хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллаштарчĕ. Çакнашкал техникăпа ĕçлекенсене хушма пĕлỹ пама май пулнине пĕлтерчĕ. Малтанласа "хурçă утсене" пăхса тăрассине те хăйсем çинех илеççĕ-мĕн.
Çав тракторсемпе кăкарса ĕçлемелли агрегатсем пысăк лаптăклă çĕрсем валли. Вĕсемсĕр пуçне мини-техникăпа паллашма та кăмăллă пулчĕ. Килти хуçалăхра кишĕр, сухан, выльăх кăшманĕ, ыхра... лартма май параканскерсем вĕсем. Пĕчченех тытса пыма пулать. Куçпа курнине нимĕн те çитмест.
Тракторсемпе анана сухаласа та кăтартрĕç.
Унта хутшăннисене ял тăрăхĕнчи юрă-кĕвĕ ăстисем савăк кăмăл парнелерĕç.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)