10 июля 2018 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов Ульяновскинчи тулли мар яваплă "Тимĕр" пĕрлешỹн представителĕпе Д. Ко- жевниковпа тĕл пулнă. Вĕсем республикăра иртекен "Хир кунĕ-2018" курав умĕн Ыхра Çырми ял тăрăхне кĕрекен Чăваш Ишек ялĕнче "Ял хуçалăхĕнчи хальхи вăхăтри технологисем" практика семинарĕ йĕркелес, унта "Тимер" пĕрлешỹ кăларакан техникăпа ытти хатĕрсене демонстрацилес ыйтусене сỹтсе явнă. Мероприятие Патăрьел, Шăмăршă, Елчĕк, Комсомольски тата Канаш районĕсенчи ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен ертỹçисене чĕнеççĕ.
- Çакăн пек курав йĕркелени ял çыннисене хальхи вăхăтри техникăпа, çĕнĕлĕхсемпе паллашма, кирлĕ пулсан туянма май парать. "Тимĕр" пĕрлешỹ представителĕсем сутмалли условисемпе туллин паллаштараççĕ, - тесе палăртать Р. Селиванов.
О. БЕЛЬДЕКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)