Долгоостровское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх вăйĕпе пысăк ĕç тăваççĕ

29 мая 2018 г.

"Авангард" хаçатăн юлашки номерĕсенче ял масарĕсене тирпейлĕ тытса тăрас, унта хунаса кайнă хыт-хурана, хăрăк йывăçсене касса сăваплă вырăна тасатас, çав вăхăтрах картисене çĕнетес тĕлĕшпе ĕçе мĕнле йĕркеленĕ пирки лайăх тĕслĕхне те, тỹнтерле ỹкерчĕк пирки те çыртăмăр. Ку тĕлĕшпе Ыхра Çырми ял тăрăхĕ те ăшă сăмаха тивĕçлĕ. Поселенинчи икĕ ялта та - Ыхра Çырминче тата Чăваш Ишекĕнче - халăх вăйĕпе, пуçарулăхĕпе çеç çывăх тăванăмăрсем ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă вырăна профнастилпа тытса çаврăннă, хапхисене çĕнетнĕ, Чăваш Ишекĕнче масар патне пыракан çула та вак чул сарса якатнă. Ыхра Çырминче вара паянхи кун та хĕрỹ ĕç пырать. Вăрман евĕр ашкăрса кайнă йывăçсене касса тасатнă хыççăн халăх вăйĕпех кунти çурта çĕнетме пикеннĕ. Р. Хамитов ертсе пыракан бригада ăна купаласа лартма та ĕлкĕрнĕ (ỹкерчĕкре, çỹлте).

- Аллаха ĕненекен мăсăльман çынни кашниех ырă та сăваплă ĕç тума, мĕскĕнсене, чухăнсене пулăшма, алă пама тăрăшать. Ку тĕлĕшпе пирĕн халăхăмăр пĕр сăмахра тесе калас килет. Пархатарлă пулăмшăн кашни çемье пая кĕнине ырламалла, вĕсене тав тумалла çеç. Çак ĕçе эпир ял халăхĕпе мечĕт прихучĕсем (вĕсем ялта иккĕ, тепĕр прихута Р. Яфизов мулла ертсе пырать), депутатсемпе ял старостисем, обществăлла канаш членĕсем пĕрле йĕркелетпĕр. Хальхи вăхăтра пирĕн пысăк праçник - Ураза-Байрам - умĕнхи Рамадан таса уйăхĕн типпи пырать. Çак тапхăрта та ĕненекенсем мечĕте пулăшма тăрăшаççĕ. Çав укçа-тенкĕне вара эпир сăваплă ĕç тума усă куратпăр. Çĕр çинче ырă туни ырăпах таврăнать, _ кăмăлтан паллаштарать халăх ĕçĕпе Эмир Алеев мулла.

Халăх хутшăнакан ĕçрен ял çамрăкĕсем те айккинче юлмаççĕ. Пĕри те тепри пулăшма тăрăшаççĕ. Акă, И. Сайдашев хăйĕн пуçарăвĕпе строительство ĕçĕсене пурнăçлама Шăнкăртамран Р. Багманов экскаваторщика илсе килнĕ. Теприсем масар çинче ĕçлекенсене апат çитереççĕ, виççĕмĕшсем тĕрлĕрен материалпа пулăшаççĕ тата ытти те. Ял çынни çавăн пек пĕр шухăшлă пулса ĕçленин результачĕ вара куç умĕнче. Вырăнти администраци бюджечĕн укçи-тенкине перекетлесе пысăк ĕç тăвакан ял халăхне пуç таймалли çеç юлать.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429372 Чувашская Республика Батыревский район д.Долгий Остров, ул.Колхозная,д.52
Телефон: 8(83532) 64725
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика